АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне юратса, шанса пурăннăшăн медаль (Общество, культура)

13 июля 2010 г.

Пĕр-пĕрне юратса, шанса пурăннăшăн медаль (Общество, культура)

Мăшăрсем пĕр-пĕрне юратса, шанса, ăнланса пурăнсан çемье çирĕпрех пулать паллах. Петĕрпе Феврония çветтуйсен тĕслĕхĕ те çакна çирĕплетет. Çавăнпа этемлĕхĕн ĕмĕрхи паха енĕсен нихăçан улшăнми пĕлтерĕшне, ăрусен пĕрлĕхне, историпе хальхи пурнăç çыхăнăвне палăртма виççĕмĕш çул Раççейре Çемье, юратупа шанчăклăх кунне уявлаççĕ.
Тăвай енре те утă (июль) уйăхĕн саккăрмĕшĕнче паллă турĕç ăна. Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче ялсенчи хĕрарăмсен совечĕн председателĕсем, çемье çирĕплĕхне, çыхăнăвне, туслăхне йĕркелеме пултаракансем пухăнчĕç.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов пулма кăмăл тунă уявра. Вăл Тăвай енри ырă тĕслĕхлĕ хăш-пĕр çемьесем пирки каласа кăтартрĕ. Асăннă уяв ачасене тивĕçлĕ воспитани парассине лайăхлатма, демографи ыйтăвне татса пама, нумай çул хушши туслă пурăнакан мăшăрсен йышне ÿстерме, çемье пĕлтерĕшне пысăклатма пулăшни пирки палăртрĕ тата.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче çĕр-шыври чи туслă мăшăрсене медаль парасси йăлана кĕрсе пырать. Кăçал ăна пирĕн районти Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Зоя Григорьевнапа Владимир Николаевич Николаевсене параççĕ иккен. Вĕсем нумаях пулмасть, çĕртме (июнь) уйăхĕн 18-мĕш кунĕнче, пĕрле пурăнма пуçлани 50 çул çитнине (ылтăн туйне) паллă турĕç.
Николаевсем ял хуçалăхне аталантарассишĕн чылай тăрăшнă. Зоя Григорьевна Ленин ячĕллĕ хуçалăхра осеменаторта ĕçленĕ. Владимир Николаевич трактористра, тĕрлĕ хуçалăхсен ертÿçинче, ял совет, профком председателĕсенче вăй хунă. Хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа пынăшăн, обществăлла пурнăçра активлă пулнăшăн асăннă мăшăр пĕрре кăна мар ăшă сăмаха, Хисеп грамотисене, “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçлĕ пулнă.
Вĕсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Аслă ывăлне Олег ят панă ашшĕпе амăшĕ. Ленинградри институтра аслă пĕлÿ илнĕ вăл. Тăвайĕнче ветеринари врачĕнче чылай çул хушши ĕçленĕ, халĕ “Чăвашсетьгаз” акционерлă обществăн районти участокĕнче. Антонина Чăваш педагогика институтĕнчи филологи факультетĕнче вĕренсе диплом илнĕ. Муркаш районĕнчи шкул директорĕнче ырă тĕслĕх кăтартать ентешĕмĕр. Бориспа Виктор та аппăшĕпе пиччĕшĕ пек аслă пĕлÿллĕ, ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Виктор Ленин ячĕллĕ хуçалăхри ĕçсене йĕркелесе пырать. Борис “Олдеевский–агро фирма” предприятийĕн инженер-механикĕнче активлăх кăтартать, аспирантура та пĕтернĕ вăл. Александр милици академийĕнче вĕреннĕ, халь уйрăм ĕç пуçарнă. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать вăл. Вĕсем пурте çемьеленнĕ, ача-пăчаллă.
Николаевсен çулĕсем пур пулин те, ахаль лармаççĕ. Вăй çитнĕ ĕçсене пĕр-пĕринпе канашласа тăваççĕ. “Мăшăр кăвакарчăн пекех эсир,” – теççĕ вĕсем пирки кÿршисем, ял-йыш. Вунпĕр мăнукне, пĕр кĕçĕн мăнукне воспитани пама хутшăнаççĕ Зоя Григорьевнапа Владимир Николаевич, малашлăх çутă пуласса шанаççĕ.
Николай Ильич аллă çул пĕрле пурăнакан Николаевсене “Юратупа шанчăклăхшăн” медальпе, хаклă парнепе хавхалантарчĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнăшăн тав турĕ, нумай çул пурăнма сунчĕ.
Тăрмăшри тăлăх хĕре Анастасия Николаевана пĕлтĕр çурт илсе панăччĕ. Çÿлерех асăннă кун вара ăна ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн парнине, тĕслĕ кăтартакан телевизор пачĕ район пуçлăхĕ.
Халăха социаллă пулăшу паракан пай ертÿçи, районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Аввакумова, Тăрмăш ял поселенийĕнчи хĕрарăмсен совечĕн ертÿçи Т.Ялугина, прокуратурăра тăрăшакан кинĕ Р.Николаева, ЗАГС уйрăмĕн заведующийĕ З.Гаврилова, Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Королева тата ыттисем те тухса калаçрĕç, медаль илме тивĕçлĕ пулнă Николаевсене ăшшăн саламларĕç. Культурăпа кану çуртĕнче ĕçлекен В.Александрова, Н.Иванова, Р.Маркова, Э.Иванова чăвашла юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç пухăннисене. Г.Ефимов купăспа хавхалантарса пычĕ вĕсене. Юлашкинчен Зоя Григорьевнапа Владимир Николаевич хăйсене çакнашкал хисеп тунăшăн район администраципе пухăннисене тав турĕç, пурне те çемьере туслă пурăнма сĕнчĕç.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунне ытти ялсенче те паллă тунă. Мăшăрсем асăннă уявра пĕр-пĕрне шурă чечек (салтак тÿми, анчăк курăкĕ) парса савăнтарчĕç ахăртнех.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Ивановпа Тăрмăшри Николаевсем медаль панă хыççăн.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика