09 июля 2010 г.
Кăçалхи 6 уйăхра шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви ушкăнĕ çул çитмен çамрăксен тĕлĕшпе 3 уголовнăй ĕç пуçарнă, вĕсене, пурин тĕлĕшпе те айăплав заключенийĕ çырса, прокурор патне тăратнă.
9530-мĕш номерлĕ уголовнăй ĕçе иртнĕ çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче çул çитмен Д.Иванов тĕлĕшпе пуçарнăччĕ (264-мĕш статья 1-мĕш пункт). Кивĕ Пуянкасси çамрăкĕ (1992 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче çуралнă) 2009 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче çурçĕр иртни 1 сехетре ВАЗ–2106 автомашинăпа хăй пекех çул çитмен 4 çамрăка лартса Тăвай еннелле каякан асфальт çул çине тухма тăнă. Д.Ивановăн транспорт хатĕрĕпе çÿреме право паракан водитель удостоверенийĕ пулман. Çул кукринче автомашина кювета анса кайса çаврăнса ÿкнĕ, пассажирсенчен пĕри çăмăл, иккĕшĕ йывăр аманнă. Юлашкисен вăрах вăхăт больницăра сипленме тивнĕ.
Тепĕр уголовнăй ĕç çул çитмен çамрăк карас телефон вăрланипе (УКн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн “в” пункчĕ) çыхăннă. Ку ĕç иртнĕ çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ.
Виççĕмĕш уголовнăй ĕçе Тăрмăш ялĕнчи çул çитмен çамрăк пурăнман кил-хуçалăхран савăт-сапа вăрланă пирки пуçарнă.
Суд çул çитмен çамрăксене виççĕшне те айăпланă, штраф тÿлеттерме йышăннă.
Çул çитмен çамрăксем право йĕркине пăсасси, преступлени тăвасси ытларах каçхине е çĕрле пулать. Тĕп сăлтавĕ паллă: хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисем каçхине вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланмасть. Право йĕркине пăсакан çамрăксенчен ытларахăшне ăнăçлă шутланман çемьесенчен. Вĕсем спортпа интересленмеççĕ, ĕçлеме юратмаççĕ, кĕнеке вуламаççĕ, вĕсен пушă вăхăт нумай, ăна ытларах урамра ирттереççĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен, шкулта тивĕçлĕ воспитани илеймен çамрăксем кайран çăмăллăнах преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне çул çитмен ачисем пушă вăхăта мĕнле ирттернипе куллен кăсăкланма, вĕсен утăмĕсене контрольте тытма ыйтасшăн. Çамрăксен хăйсен те харпăр хăй тыткаларăшĕ пирки шухăшлама вĕренмелле: мĕнле, тĕрĕс-ши вăл тăвакан утăм, закона пăснипе çыхăнман-ши. Шухăшлама пĕлменни, тавра курăм ансăрри, пурнăç тĕллевсĕрлĕхĕ çынна пысăк йăнăшсем патне илсе çитерме пултарать.