06 июля 2010 г.

Тăвайри тĕп больницăри васкавлă пулăшу ĕçченĕсене тав туман çын сахал пуль районта. Ара, чирĕ кашнинех чăрмантарать-çке. Асăннă ĕçченсенчен чи малтан пулăшу ыйтма васкатпăр вара.
В.Павлов аслă фельдшер йĕркелесе пырать унти ĕçсене. А.Толков, А.Петров, А.Георгиева фельдшерсем пулăшу пама самантрах çитеççĕ çемьесене. Каçхине е ир пулнине пăхса тăмаççĕ маттурсем. Ăшă сăмахпа та йăпатма пĕлеççĕ вĕсем.
В.Павлова, Г.Исаева, З.Михайлова, Т.Павлова, И.Шустимова, И.Сергеев, Н.Никонов фельдшерсем кашни шăнкăравлакан çынна тимлĕ итлеççĕ, тивĕçлĕ сĕнÿсем параççĕ, уйрăма хăйсемех пыракансене те пулăшма тăрăшаççĕ.
В.Феофанов, С.Дюкин, Г.Дюкин, Г.Салмин, В.Семенов водительсем вара “03” тесе çырнă автомашинăсене юсавлă тытаççĕ. Чирлĕ çын патне фельдшерсене вăхăтра çитереççĕ. Пулăшу хăвăрт кирлĕ çынна больницăна леçеççĕ.
Районти васкавлă пулăшу уйрăмĕ халь Тăвайри тĕп больницăна кĕнĕ çĕрте ĕçлет.
Сăн ÿкерчĕкре: сывлăх сыхлавĕнче чылайранпа вăй хуракан А.Толков фельдшер ĕçре.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.