АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти потребобщество малалла утать (Торговля)

06 июля 2010 г.

Потребкооперацин тĕп задачисенчен пĕри – ялсенчи пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Эпир çынсен интересĕсемшĕн тимлетпĕр, ял хуçалăхне çирĕплетессишĕн тăрăшатпăр. Потребобществăсем ĕç тупса парса тата ытти майпа пулăшаççĕ çынсене.
Суту-илÿ, обществăлла апатлану, производство предприятийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетсех пыратпăр, магазинсене çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтеретпĕр. Кăçал Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ магазина юсаса çĕнетнĕ. Çĕнĕ Пуянкассинчи суту-илÿ çуртĕнче те кĕçех çынсем хăйсем тавар суйлама пуçлĕç. Магазинсен айĕнчи çĕрсене илме пысăк суммăлăх укçа-тенкĕ тăкакланă. Тепĕр пилĕк суту-илÿ предприятине çут çанталăк газĕ кĕртмелле.
Пирĕн коллективра пурĕ 250 çын вăй хурать.
Ваккăн сутакан таварçаврăнăш пĕрремĕш çур çулта 74 миллион та 600 тенкĕпе (2009 çулта – 65 миллион та 700 пин) танлашнă. Çав шутра общепитăн – 7 миллион та 520 пин тенкĕ.
Хатĕрлев çаврăнăшăн калăпăшĕ ултă уйăхра 3 миллион та 800 пин тенке çитрĕ. 27 магазин пулăшать хатĕрлевçĕсене. 2 миллион та 160 пин тенкĕлĕх чĕртавар тата ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрленĕ вĕсем. Сăхăтпуçсен, тенеяльсен, çăлпуçсен, кармалсен, йăнтăрчăсен, вăтаяльсен, чутейсен , енĕшнăрвашсен (1-мĕш номерли) ĕçĕсене ырăпа палăртмалла. Кăçал хатĕрлев ĕçне лайăхлатассишĕн татах тăрăшмалла.
Районти кооператорсен 37 суту-илÿ çуртĕнчен 18-шĕ çур çулхи плана пурнăçланă. Отчетлă тапхăрта пĕр çын пуçне 5 пин те 167 тенкĕлĕх тавар (2009 çулта – 3681 тенкĕлĕх) сутнă, 41 кунта çаврăннă тавар, 4 миллион та 600 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ тÿлев тунă.
Обществăлла апатлану предприятийĕсем 11 миллион та 247 пин тенкĕлĕх продукци кăларнă. 413 тонна çăкăрпа булка изделийĕсем, 13 тонна шушкă, 7 тонна сухари, 32 тонна канфет изделийĕсем хатĕрленĕ, 12 тонна пулă тăварланă, алкогольсĕр шыв чылай кăларнă.
Общество кăçалхи пĕрремĕш çур çула тăкаксăр вĕçлерĕ. Палăртнă ÿсĕмсем эпир пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçленинчен килеççĕ.
Юлашкинчен “Тăвайри кооператив” потребобществăра нумай çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисене, халь ывăнма пĕлмесĕр тăрăшакансене Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕпе ăшшăн саламлатăп. Вăрăм ĕмĕр, ĕçре ăнăçусем, ытлă-çитлĕ пурнăç, çирĕп сывлăх, телейпе юрату сунатăп. Хăвăра шанса панă тивĕçĕрсене вăхăтра пурнăçласа пырăр. Пирĕн коллектив кăçал тата пысăкрах ÿсĕмсем тутăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлар.
Уявпа сире, хаклă кооператорсемпе потребобщество ветеранĕсем, пайщиксем !

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика