АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, Гульнара! (Общество)

02 июля 2010 г.

–Гульнара чăрмантарать-ха, Шупашкартан. Эпир Сирĕнпе ăçта тĕл пулма пултарăпăр-ши, – илтĕнчĕ телефон кĕпçинчен.
Малтанлăха эпĕ çухалса кайрăм. Нивушлĕ Красноярск крайĕнчи Гульнара. Иккĕмĕш çул çыру çÿрететпĕр унпа. Асса-тĕссе кăна, анчах чунсенче пĕр-пĕрин валли вăхăт та, кĕтес те тупăнни кăмăла çĕклет. Хăюллă хĕр – Гульнара. Мăн аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăш йăхĕ-тĕпĕпе кăсăкланса Çĕнĕ Пуянкасси шкулне янă унăн çырăвĕ çине хурав пама директор мана ыйтнăччĕ. Хĕрĕн йăх тымарĕсем Кивĕ Пуянкассинчен те... Çыру хыççăн çыру, çапла йĕркеленчĕ пирĕн çыхăну.
Итемри Павăл тенĕ унăн мăн аслашшĕне. Павел Егоров (1831 ç.) мăшăрлансан, хуçалăх çавăрма çĕр пулманнипе, хăйсен итемне (тĕрĕсрех йĕтем темелле-ха) – халĕ Николай Кондратьев пурăнакан вырăна уйрăлса тухнă. Унăн ывăлĕ Трофим Павлов пулнă. Унăн ачисем те – Трапхин Энтюкĕпе (ку ĕнтĕ Валентина Элпи çыравçăн ашшĕ) Лексантăрĕ çав лаптăк çинчех çурт-йĕр çавăрнă. Тепĕр ывăлĕ Хĕлип халĕ Мария Федотован çурчĕ ларакан, унчченхи лавккапа юнашар, вырăнта хуçалăх çавăрнă. Хĕлип ывăлĕ Иван шăпах Гульнара аслашшĕ пулать. Вăл иртнĕ вăрçăра пуç хунă. Кукамăшĕ те Пуянкассинченех, вăл Андрей Федоровăн (Кăрпăс) аслă хĕрĕ Валентина Андреевна пулать.
Хĕлипĕн ачисенчен ытларахăшĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Мĕтрийĕ, Альтюкĕ, Виталийĕ, Вали хулара пурăннă. Вали хулара ĕçлесе пенсие тухнă хыççăн халĕ кÿршĕри Иван Ивановичпа çемье çавăрнă, ялта хăйĕн аслашшĕн кил хуçалăхĕнчен урам урлă кăна пурăнаççĕ.
Аллăмĕш çулсенче ялтан чылай çемье Красноярск облаçне куçса кайрĕ. Вĕсемпе пĕрле Иван Филипповпа Валентина Андреевна та. Вĕсен икĕ хĕрĕ – Азăпа Дина – Çĕпĕрте ÿснĕ пулин те çамрăк чух Шупашкара е яла тăванĕсем патне курма тăтăш килсе çÿренине калаççĕ. Гульнара шăпах Динăн хĕрĕ пулать. Вăл вăтам шкулта истори вĕрентет. Тен, çавăнпа-и, тен, унра тавра пĕлÿçĕ чунĕ пулнăран, вăл хăйĕн йăх тымарĕсемпе çине тăрсах кăсăкланать. Эпĕ пулăшнипе аслашшĕ енчи тăванĕсене 6-7 сыпăк таранах тупма пултарчĕ. Кăçал отпуск илсех инçе çула тухни те несĕлсен тымарĕсем туртнипех пуль.
...Хăй ыйтнипе Кивĕ Пуянкассинче тĕл пултăмăр. Вăхăчĕ пирки татăлайманнипе чутах тĕл пулаймасăр юлаттăмăр-ха. Вăл Альтюк аппăшĕпе машина ăшне кĕрсе ларнăччĕ ĕнтĕ. Тапранса каясси кăна юлнăччĕ – эпĕ çитсе тăтăм (кÿренмелле пулса тухатчĕ те тĕл пулаймасăрах кайсан). Гульнара Насимовна машина ăшĕнчен тухсах тепĕр 2 сехете юлчĕ. Каçченех юлма хатĕрччĕ, анчах чирлĕ ватă аппăшне хĕрхенчĕ. Эпĕ ăна Итемри Павăл çурчĕ ларнă вырăнта сăн ÿкертĕм, мăн кукашшĕпе пĕр тăван Николай Федоровăн кĕçĕн хĕрĕ Галя патне илсе кайрăм. Мăн кукашшĕ Хветинка Энтюкĕ кунти тĕп килтен Хыçалти каса уйрăлса тухнă (халĕ çав вырăнта В.Алексеев пурăнать). Энтюк пиччене эпĕ те астăватăп. Унăн кĕçĕн ывăлĕ Ваççа пире сахал мар пан улми вăрлама ертсе çÿренĕ. Шел, вăйлă йĕлтĕрçĕ, çирĕп çамрăк радиацие пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Галина Николаевна тăванне çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ, Гульнара чылайăшне, тепĕр хут ÿкерттерсе пичетлеттерме тесе, хăйне валли ыйтса илчĕ. Çĕр выртмалла та юлас кăмăллăччĕ хăна, анчах тепĕр ирхине хăйсен тăванĕ Валентина Элпи писатель патне кайма килĕшсе татăлнине пула хулана васкарĕ.
Çапла тăванлăх туйăмĕ туртнипе, несĕлсене шыраса, инçе çула пăхмасăр, хăна Красноярск тăрăхĕнчен Кивĕ Пуянкассине çитнĕ. Пĕрремĕш хут! Унта темиçе сехет кăна пулчĕ пулин те, вăл хăйне çак ялпа çыхăнтарса тăракан тĕвĕсем пурришĕн ача пек савăннине туйрăм. Вĕсем Галина Николаевнапа мăн кукашшĕсем пурăннă вырăнта пĕрле сăн çаптарчĕç, ыталашсах уйрăлчĕç. Вĕсен пĕрлехи савăнăçĕ мана та куçрĕ. Мĕн тери лайăх çак пысăк тĕнчере тăвансем пĕр-пĕрне манманни, нумай-нумай çул иртсен те пĕр-пĕрне шыраса тупни. Халĕ вĕсене тăванлăх туйăмĕ ĕмĕр-ĕмĕр ăшăтса, вăй-хал парса тăрĕ.
Сывă пул, Гульнара! Тепре тĕл пуличчен!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика