АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх сукмакĕ çине таврăнни (Общество)

02 июля 2010 г.

Кăнтăрлахи апата, яланхи пекех, вăхăтра каяймарăм. Çынсем пулчĕç те хăваласа кăларса ярас çук вĕт. Кайма тухсан та урамран каялла кĕме тиврĕ. Пĕри пичетре усă курнă материалĕсене каялла илесшĕн пулчĕ.
Килте те, апат сĕтелĕ хушшинчен тухнă-тухман, телефон сасси янăраса кайрĕ. Ĕçрен шăнкăравлаççĕ иккен: инçетрен килнĕ хăна кĕме пултарать. Хăна Улянкă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Кемĕр облаçĕнчи Новокузнецк хулинче пурăнакан Геннадий Егорович Егоров пулчĕ. Эпĕ ăна нихăçан та çывăх пĕлмен. Эпир саккăрмĕшĕнче вĕреннĕ чух вăл вуннăмĕшне çÿретчĕ. Вăл мана теплерен шкулта хăйĕн “Сменипе” сăн çапса илнĕччĕ те асăнмалăх пысăк ÿкерчĕк туса панăччĕ. Ятне те маннă, анчах ырă çыннăн хушамачĕпе сăнĕ асра юлнă. Çавăнпа та Улянкăра пурăнакан Евдокия Александровна Алексеева икĕ çул каялла Новокузнецк хулин хаçатĕнче пичетленнĕ “Спортивный доктор Егоров” статьяна ярса парсан тата унти сăн ÿкерчĕке курсан, Геннадий Егорова тÿррех палласа илтĕм.
Акă паян вăл мана хирĕç ларать. Шкул çулĕсене, хамăра вĕрентнĕ учительсене аса илетпĕр. Унăн асне Мария Петровна Козлова химик, хăйсен ялĕнчи Михаил Леонтьевич Леонтьев физик, Василий Иванович Иванов физкультура вĕрентекен кĕрсе юлнă. Вĕсем халĕ пĕри те çук ĕнтĕ. Мария Петровна та иртнĕ çул çĕре кĕчĕ, чипер патвар çÿренĕ çĕртенех. Хамăрăн та çÿçсем кĕмĕлленеççĕ.
Гена – Тăвай шкулĕнчи чи вăйлă йĕлтĕрçĕсенчен пĕриччĕ. Валентин Сорокин(Çăлпуç), Владимир Уськин (Йăнтăрчă) тата Гена тăтăш малти вырăншăн пĕрле тупăшатчĕç. Вăтăршар километра чупатчĕç çамрăксем. 1960 çулта, шкул пĕтерсен, Геннадий Кемĕрти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. 1963 çулта студент йĕлтĕрпе чупассипе пуçласа институтра спорт мастерĕ ята тивĕçет. Тен, пирĕн районтан тухнă пĕрремĕш йĕлтĕрçĕ-мастер. Хăй каланă тăрăх, унран 5 çула яхăн маларах ялтан тухса кайнă Абрамов (е урăх хушаматлă) та мастер пулма пултарнă. Анчах вăл яла килнине астумаççĕ. Институтра вĕреннĕ çулсенче вăл çĕр-шыври тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, “Буревестник” обществăн чемпионĕ, тĕп йĕлтĕрçисенчен пĕри шутланнă. Çав çулсенеллех 50 километра чупассипе Çĕпĕр, Инçет Хĕвел тухăç чемпионĕ ята çĕнсе илет, Пĕтĕм Союзри студентсен хĕллехи вăййисенче кĕмĕл медале тивĕçет. Унăн пĕтĕм тĕнчери Универсиадăна хутшăнма май пулнă. Анчах шăпа ун валли урăххи хатĕрленĕ.
–Эп вĕреннĕ çулсенче спорт мастерĕ ят питĕ сумлăччĕ. Ăна пурнăçлакансем хальхи пек йышлăн пулайман та пуль, – аса илет Геннадий Егорович.
1966 çулта алла диплом илнĕ специалиста тÿрех Новокузнецкри физкультурăпа сывлăх диспансерĕн тĕп врачне лартаççĕ. 40 çул ытла вăл çав ĕçре тăрăшать, пĕр вăхăтрах врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра лекцисем вулать, доцент. Мăшăрĕпе (вăл педагог) иккĕшĕ 2 хĕр пăхса çитĕнтернĕ, иккĕшĕ те ашшĕн çулне суйласа илнĕ, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшаççĕ. Асли – уролог, аслă категорири врач, кĕçĕнни – косметолог. Аслă Егоровсен икĕ мăнук халĕ.
Геннадий Егоровичпа мăшăрĕ иккĕшĕ те йышлă çемьесенчен: Геннадий, сăмахран, 9 ачаллă çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Шел, халĕ тăванĕсем сайралса пыраççĕ. Тăван района вăл Новокузнецкра вилнĕ пиччĕшне кремаци тутарнă хыççăн Шупашкара пытарма килсен çула май кăна кĕрсе тухрĕ. Ашшĕпе амăшне те Шупашкара пытарнă. Унтах Мускавра çĕре кĕнĕ пиччĕшĕн вил тăпри çинчен илнĕ тăпра упранать.
Геннадий Егорович “Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ”, “Физкультурăпа спорт отличникĕ”, “Кузбаса аталантарас ĕçе уйрăмах пысăк тÿпе хывнăшăн”, “Кузбасшăн ĕçленĕшĕн” медальсене тивĕçнĕ. 1982 çулта ăслăлăх диссертацине хÿтĕленĕ, вăл медицина ăслăлăхĕн кандидачĕ.
–Тăван ен, аллăмĕш çулсенчипе танлаштарсан, питĕ нумай улшăннă. Иртнĕ çул Шупашкарта пултăм та çав тери чун савăнчĕ. Епле илемлĕ халь пирĕн шĕкĕр Шупашкар. Нумай хутлă чаплă çуртсем, йĕри-тавра сип-симĕс. Йывăçсем айĕнче те чечек клумбисем. Залив, фонтансем, Амăш монуменчĕ, Çĕнтерÿ паркĕ мĕне тăраççĕ! Аллă çул хушшинче пулнă улшăнусем çĕрпе пĕлĕт хушши пек уйрăлса тăраççĕ. Канаш тата епле тасалса илемленнĕ! Тăвай та йăлтах улшăннă, лайăхланнă, – тулли кăмăлтан каласа парать хăна.
Эпир унпа вăрах вăхăт лараймарăмăр. Вăл юлташĕсемпе Шупашкара тухса кайма васкатчĕ. Çавах та çур ĕмĕр иртнĕ хыççăн ачалăх сукмакĕ çинчи çынна тĕл пулни чунра çутă йĕр хăварчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика