02 июля 2010 г.

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнче республикăри ялти 15-мĕш спорт вăййисем иртрĕç. Çемье ăмăртăвĕсене пирĕн районтан, ытти çулсенчи пекех, Кирилловсем (Çĕнĕ Пуянкасси) хутшăнчĕç: çемье пуçĕ, ялти вăтам шкул директорĕ Сергей Павлович, унăн мăшăрĕ Эльвира Николаевна вĕрентекен тата вĕсен 9 çулхи ывăлĕ Даниил. Программăра эстафета чупăвĕ (дистанцисем 200–140–60), сĕтел çи теннис (ашшĕпе ывăлĕ пĕрле), дартс тата çемьепе шашкăлла тупăшасси пулчĕç. Пирвайхи 3 енĕпе çемье команди 1-мĕш вырăнсем, шашкăлла выляссипе 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кăтартусене пĕтĕмлетсен, Кирилловсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Çемье командине медальсем тата кубок парса чысларĕç.
Маларах Кирилловсем Шупашкарти Олимп стадионĕнче ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă çемье тупăшăвĕсене те ăнăçлă хутшăннăччĕ, 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Вĕсене унта “Витек” магнитола парса хавхалантарнă.
Сăн ÿкерчĕкре: Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсен çемйи Патăрьелĕнчи спорт вăййисенче çĕнсе илнĕ кубокпа.