29 июня 2010 г.
Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче пĕлтĕр дезоморфин туса хатĕрленĕ тĕслĕх тупса çирĕплетнĕ. Кăçал Шупашкарта çакнашкал майпа наркотикла япала туса хатĕрленĕ тĕслĕхсем пулнă. 16 наркоман тытса чарнă. 1,5–2 çул хушшинче çак чиртен сипленмесен, вĕсен пурнăçĕ пысăк хăрушлăха кĕрсе ÿкме пултарать. Дезоморфин – питĕ вăйлă синтетикăлла наркотикла япала. Вăл героинран 15 хут сиенлĕрех.
Çавăнпа кодеин пур эмелсене (”Коделак”, “Пенталгин”, “Седал–М”, “Седальгин–Нео” тата ытти те) сутассине чакарнă. Йĕркене пăсакансене çирĕп айăплав кĕтет.