29 июня 2010 г.
Ĕнер Йĕпреçри физкультурăпа спорт комплексĕнче Канаш, Тăвай, Йĕпреç районĕсенчи тата Канаш хулинчи инвалидсен зонăри ăмăртăвĕсем пулчĕç. Участниксем дартсра, сĕтел çи теннисра тата пауэрлифтингра (выртса штанга çĕклесси) тупăшрĕç. Тăвай районĕн чысне виççĕнтен кăна хÿтĕлерĕç пулин те, вĕсем пурĕ 5 диплом çĕнсе илчĕç. Атнер Косарев (Чÿкçырми) дартсра тата пауэрлифтингра, И.Соловьев сĕтел çи теннисра çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Надежда Петрова дартспа пауэрлифтингра малти вырăнсем йышăнчĕ.
Спортсменсене Йĕпреç районĕн пуçлăхĕн çумĕ тата ВОИн республикăри правленийĕн председателĕ саламланă.