29 июня 2010 г.

“Гражданла пуçарулăх” обществăлла организаципе ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви тата Çĕнĕ Шупашкарти РОСТО Пĕтĕм тĕнчери Банк пулăшнипе “Çамрăк инноваторсен лагерĕ “Регионсем – 3000” проекта пурнăçа кĕртме тытăннă. Ăна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи “Шурă чулсем” ятлă физкультурăпа сывлăх центрĕнче презентациленĕ. Çамрăк космонавтсен çуллахи шкулне 16 районтан 50 ытла арçын ача тата хĕр ача пухăннă. “Гражданла пуçарулăх” обществăн лидерĕ Н.Косыев вĕсемпе мастер-класс ирттернĕ, Н.Бударин космонавт пуçарнипе йĕркеленĕ “Чăваш Ен – 3000: малашлăхăн чаплă технологийĕсем” конкурс пирки каласа кăтартнă. Пухăннă çамрăксене шухăшласа кăларас ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартма сĕннĕ вăл. Çамрăк космонавтсен çуллахи шкулĕнче канакансенчен çурри унăн сĕнĕвĕпе килĕшнĕ.
Пирĕн районти Тăвайри вăтам шкулта çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă Александр Антонов çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăл шухăшласа кăларса тунă роботпа инкеке лекнĕ çынсен пурнăçне çăлма пулать. Маттур ентешĕмĕре медиаплеерпа диплом парса хавхалантарнă.
“Çамрăк инноваторсен лагерĕ “Регионсем – 3000” проект ракетăсен ачасем пухнă моделĕсене вĕçтерсе кăтартнипе вĕçленнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри вăтам шкулти А.Антонова дипломпа парне парса чыслани.