АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем республикăн тĕп сцени çинче (Культура)

29 июня 2010 г.

Тăвайсем республика уявĕнче тĕп сцена çинче, Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Г.Ефимовпа (баян) А.Павлов (балалайка) тĕрлĕ кĕвĕ каласа савăнтарчĕç Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнакансене.
А.Кондратьев пултарулăхне те ăшшăн йышăнчĕç куракансем. Саша Тăвайри вăтам шкулта тăваттăмĕш класран вĕренсе тухрĕ, çар темипе çыхăннă юрăсем шăрантарчĕ вăл. Нумай конкурссен лауреачĕ, “Мехел” фестиваль çĕнтерÿçи республика сцени çинче хăйне аван тытрĕ. “Раççей шанăçĕсем” республикăри фестиваль лауреачĕ пулса тăчĕ хальхинче А.Кондратьев. Ăна Дипломпа хаклă парне парса хавхалантарнă. “Салам, Çĕнтерÿ” номинацире Н.Масленников, Г.Ефимов, В.Степанов, В.Стифонов А.Павлов, В.Чайкин “Берлинта казаксем” вырăсла юрра шăрантарчĕç. Ура çине тăрса алă çупрĕç куракансем, тăвайсене пултаруллă пулнăшăн тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика