АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей турнирĕ (Спорт)

29 июня 2010 г.

Юбилей турнирĕ (Спорт)

Алексей Петрович Шишова районта пĕлмен çын сахал пуль. Вăрах вăхăт çутĕç пайĕн инспекторĕ, пропагандист, физкультурăпа спорт юхăмĕн активисчĕ пулнă. Юлашки çулсенче ачасен пултарулăхне аталантаракан центрта çамрăк шахматистсен кружокне ертсе пырать. Район команди ку енĕпе республикăра малтисен шутĕнче.
Алексей Шишова тĕрлĕ енлĕ спортсмен теме пулать. Ялти шкулта вĕреннĕ чух пиччĕшĕпе шашкăлла вылянă. Хатĕрне хăйсемех килте ăсталанă. Çĕрпÿри педучилищĕне вĕренме кĕрсен, шашка-шахматла вылянисĕр пуçне çуран чупнă. Чăрмавсем урлă чупассипе училище чемпионĕ те пулнă, республикăри спартакиадăсене хутшăннă. Училище хыççăн Кармал шкулĕнче ачасене физкультура вĕрентнĕ. Тĕнче шайĕнчи СССР спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Павел Сысоева лайăх астăвать, унăн вĕрентекенĕ пулма тÿр килнĕшĕн савăнать. Çар службинче те спортран уйрăлмасть. Унта гандболпа кăсăкланать. Амалăхра клуб заведующийĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл ялти çамрăксем хушшинче волейбол вăййине чĕртсе ярать. Çак вăйă уншăн нумайлăха чун туртни пулса тăрать. Каярах, Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрсен, “Буревестник” командăра вылять, институт чысне хÿтĕлет. Çĕрпÿ, Çĕнĕ Шупашкар хулисен пĕрлештернĕ командисемшĕн площадкăна тухать. Çав çулсенчех вăл шашка-шахмат вăййисемпе те кăсăкланать, училище чемпионĕ, Тăвай районĕн чемпионĕ "1957 ç." пулать.
1966 çулта вĕрентÿ пайне ĕçлеме куçнă хыççăн вăл районти ăс-тăн вăййисемпе иртекен пур ăмăртăва та хутшăнма пуçлать. Алексей Петровичăн ырă енĕ нумай. Вăл хăй выляса киленнипе кăна çырлахмасть, çамрăксене аталанма пулăшса пырать. Вĕсене ятарлă литературăпа тивĕçтерсе тăрать. Çавăнпах пуль пирĕн районтан вăйлă шашистсем тухнă. Алексей Косарев (Чÿкçырми), Юрий Владимировпа Василий Семенов (иккĕшĕ те Тăрмăшран), Василий Николаев тата ыттисем республикăра та палăраççĕ. Кăçал республика чемпионатĕнче малти 3 вырăна та тăвайсем йышăнчĕç. Ю.Владимиров чемпион пулчĕ, В. Семенов 2-мĕш, А.Косарев 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Хăй каланă тăрăх, урăх пĕр районта та çавăн чухлĕ шашка-шахмат кĕнеки пулман. Алексей Петрович вĕсене шкулсем валли бибколлектор урлă, магазинсенчен çырăнса илнĕ.
Шашкăлла выляссипе вăл хăй те спорт мастерĕн кандидачĕ. Сăмах май, çыру çÿретсе выляссипе республикăра чемпион ятне тивĕçнĕ пĕрремĕш çын вăл. Ку 35 çул каялла пулнă. Раççей çурма финалĕнче те Алексей Петрович 4-мĕш вырăн йышăнать, кандидат нормине пурнăçлать.
Халĕ шутлатăп та, Алексей Петрович пек пуçаруллă çын пулман пулсан, ăс-тăн вăййисем районта çак шайра аталанайман пулĕччĕç. Турнирсене те хальхи пек тăтăш ирттереймен пулăттăмăр. Тавах ăна уншăн. Акă юбилейлă турнира Кавалтан (ку ялтан шашкăпа 3 спорт мастерĕ тухнă!) килнĕ Николай Иванович Дмитриев мастер тăвайсен шашка-шахмат клубне ăмсанса ларчĕ. Вăрмар районĕнчен Олимп чемпионĕсем те тухнă (бокспа, велосипедпа чупассипе т.ыт.те), спорт комплексĕ те, бассейн та пур, анчах шашка-шахмат клубĕ çук. Çакна вăл пысăк çитменлĕх вырăнне хурать.
Çак кунсенче Алексей Шишов 75 çул тултарчĕ. Юбиляр çав ятпа республика шайĕнчи турнир йĕркелерĕ. Унта республикăри чи пултаруллă мастерсем, кандидатсем хутшăнчĕç. 11 очко илме май пур çĕртен 8,5 очко пухса республика чемпионĕ Ю.Владимиров 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Н.Федоровпа (Патăрьел) М.Ефимовăн (Кÿкеç, спорт мастерĕ) 7-шер очко. А.Косарев (Чÿкçырми) 6,5 очкопа 4-мĕш вырăна тухрĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров юбиляра саламларĕ, район пуçлăхĕн, вĕрентÿ пайĕн профсоюз райкомĕн грамотисемпе парне парса хавхалантарчĕ. Вылякансем те айккинче юлмарĕç. Республикăри шашка федерацийĕн президенчĕ М.Ефимов, Ю.Владимиров, В.Семенов дипломсемпе тав çырăвĕсем, парнесем пачĕç, ăшă сăмахсем каларĕç. Турнир ăнăçрĕ. Республика шайĕнчи 2-мĕш турнир пулчĕ вăл кăçал.
 
Сăн ÿкерчĕкре: А.Шишов кандидат "малти ретре варринче" турнира хутшăннисемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика