29 июня 2010 г.
Йăнтăрчăри вăтам шкулта “Инфознайка” лагерь ĕçлет. Тулли те савăк кăмăлпа 18 ача çÿрет лагере. “Кунта пире питĕ килĕшет. Хамăрăн тавракурăма анлăлататпăр, компьютерпа ĕçлеме вĕренетпĕр, сывлăха çирĕплететпĕр, тутлă апат çиетпĕр,” – теççĕ ачасем.
Лагерьти пурнăç интереслĕ, хаваслă, усăллă ирттĕр тесе тимлеççĕ А. Степановапа Г.Васильева воспитательсем.
Тĕрлĕ спорт вăййисем, ăмăртусем, викторинăсем, конкурссем йĕркелеççĕ лагерьте.
Компьютерпа презентацисем тума, проектсем çырма, интернетпа тухăçлă усă курма вĕренеççĕ тата ачасем.
Çул çÿреве тухма та манмаççĕ вĕсем. Ÿсен-тăранпа чĕр чунсен пурнăçĕпе паллашаççĕ, вĕсем çинчен интернетри материалсемпе кăсăкланаççĕ. Гербарисем тăваççĕ, мини-проектсем çыраççĕ. Кашнинчех çĕнĕлĕхсемпе паллашма ăнтăлаççĕ ачасем.
Шкул таврашне тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ.
В.Александрова, Т.Никифорова поварсем кунне икĕ хутчен тутлă апат çитереççĕ. Пылак çимĕçпе улма-çырла та тутанаççĕ ачасем.
Лагерь пуçлăхĕ О.Кириллова апат-çимĕçпе вăхăтра тивĕçтерсе тăрать. Ачасен канăвĕ усăллă та савăк иртет.
Шкулсенче çакăн пек лагерьсем ĕçлени вĕренекенсемшĕн усăллă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне ачасем тулли кăмăл-туйăмпа кĕтсе илĕç.