29 июня 2010 г.

Тăвайри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи “Тăвай ен” халăх ушкăнĕ районти ваттисен çурчĕсенче пулчĕ нумаях пулмасть. Кушкă, Тушкил ялĕсенче кашнинче вунă ытла çын пурăнать.
Чи малтанах районти ветерансен совечĕн председателĕ Р.Гурина тухса калаçрĕ. Республика уявĕпе, Аслă Çĕнтерÿн 65 çулхи юбилейĕпе саламларĕ Римма Антоновна. Центр директорĕ Л.Гурина та сăмах илсе ватăсене ырлăх-сывлăх сунчĕ. Вĕсем хушшинче вăрçă участникĕсем, çав самантри йывăр пурнăçа тÿснисем те пур.
Сăмах май каласан, Лина Павловна пушă вăхăтра культура çуртне юрлама çÿрет. Хăйĕн çепĕç сассипе, илĕртÿллĕ сăн-пичĕпе халăх ансамбльне илем кÿрет. Артистсенчен кая мар шăрантарать. Çавăн пекех ансамбле Е.Кустюкова та чылай пулăшать.
Çур сехетлĕ программа вăхăтĕнче ватăсем чылай ăшă сăмах каларĕç, куççульленчĕç те. Нумай та кирлĕ мар иккен аслă ăрури çынсене савăнтарма. Центр директорне Л.Гуринана концерт илсе килсе кăтартнăшăн тав турĕç вĕсем. В.Абржина, Р.Маркова, И.Дмитриева, Л.Гурина, Е.Кустюкова юрласа, В.Степанов баянпа каласа савăнтарнă ватăсен çурчĕсенче пурăнакансене.
Сăн ÿкерчĕкре: халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр директорĕ Л.Гуринапа В.Степанов купăсçă.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.