АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ефимовсен çăкисем (Экология)

29 июня 2010 г.

“Шупашкар çăкисем, Шупашкар çăкисем,
Хамăр çамрăк чухне юратса лартнисем.
Йăрăс пÿллĕ эсир, çÿллĕ пÿллĕ эсир:
Ытараймăн пăхса халь сире каç та ир”, – аса килчĕç Енĕш Нăрвашра пулнă чухне “Шупашкар çăкисем” (сăвви Александр Алкан, кĕвви Федор Васильевăн) юрă.
Енĕш Нăрвашра çăкасем пĕр çĕрте кăна ÿсмеççĕ. Асфальтлă урампа пынă чухне те акă пĕр сарă хĕр çул айккинче çăка чечекĕсем татса пухнине асăрханăччĕ. Манăн асăмра, чунра юрă йĕркисене аса илтернĕ çÿллĕ те симĕс, сарă чечекĕсен илемĕпе тата тутлă шăршипе илĕртекен çăкасем асфальтлă çулран лапамра вырнаçнă Ефимовсен пулчĕç. Йĕркипех çÿллĕ ÿссе çирĕпленнĕ вĕсем кунта хуралтă айккипе. “Кусене аттех лартса çитĕнтернĕ”, – паллаштарчĕ хÿхĕм йывăçсен кун-çулĕпе кил хуçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Алексей Никифорович Ефимов. Пирĕн калаçăва унăн мăшăрĕ Алевтина Алексеевна та хутшăнчĕ хушăран. Вăл та халĕ, мăшăрĕ пекех, тивĕçлĕ канура, ялти шкулта историе вĕрентнĕ хăй вăхăтĕнче.
Хальтерех Ефимовсем малтанхи хуралтăна пăсса ун вырăнне керамблоксенчен вăрăм гараж туса лартнă. Ун умĕнче те кĕтесре çÿллĕ çăка чечек çурнă. “Ку эпĕ хам лартса ÿстерни”, – терĕ Алексей Никифорович. Гараж умĕнче урамра вăл пĕр-пĕччен çеç ан пултăр, мăшăрăн илем кÿччĕр тесе, халь гаражăн тепĕр кĕтессине те çамрăк çăка лартнă. Сăнаса пăхрăмăр та, хăй çамрăккине кура мар чечексем те çурнине асăрхарăмăр. Ахăртнех, хăйне хисеп туса вырăн панăшăн хуçисене савăнтарас тенĕ пуль.
Çăкана эпĕ хам ачаранах юрататăп. Чылайăшĕ ăна кил таврашне илемшĕн, чечекленнĕ вăхăтри паха шăршишĕн тата хурт-хăмăр ытларах пыл пухтăр тесе лартнă. Сăмах майăн каласан, Ефимовсем (аслисемпе пĕрле ывăлĕпе кинĕ те пĕрле пурăнаççĕ) хурт-хăмăр та ĕрчетеççĕ. Вĕсен таврашĕнчех çырма юхса выртать. Унта – тăршшĕпе йывăçсем. Çимĕç пахчи те пур. Ефимовсене илес пулсан, Никифор Ефимович та, унтан Алексей Никифорович та, унăн ывăлĕ Юрий Алексеевич та, арăмĕсемпе мăнукĕсем те йывăç-тĕмпе, ытти ÿсен-тăранпа туслă пулни куçкĕрет курăнать. Лайăх вĕт-ха ку. Хĕл валли вĕретнĕ чей çине яма çăка чечекки те çителĕклех татса хураççĕ. Мана та ÿркенмесĕрех аялти пĕр туратне иртсе парса ячĕç. “Чейĕ тутлă çăка чечекĕнчен, сывлăхшăн та лайăх”, – терĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика