АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн хавхалантарман-ха садикре ĕçлекенсене? (Правопорядок)

29 июня 2010 г.

Район прокуратури шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене хавхалантарас тĕлĕшпе йышăннă ĕçлев законодательствине мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕсленĕ. Ку тĕлĕшпе районта йышăннă йĕркесене пăхăнман тĕслĕхсем те пур иккен.
Çапла РФ Ĕçлев кодексĕн 144 статйипе тата садикре ĕçлекенсене ĕç укçи фондĕнчен хавхалантарма пăхса хăварнă Положенипе килĕшÿллĕн (юлашкине районти шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ĕç коллективĕсен пĕрлехи пухăвĕнче йышăннă) ĕç укçи фондĕнчен хавхалантармалла. Анчах районта çÿлерех асăннă законодательствăна пăхăнман, садик работникĕсене кăçалхи 5 уйăхра ĕç укçи фондĕнчен пĕрре те хавхалантарман. Халĕ, прокуратура закона пăхăнманни пирки район пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратнă хыççăн, закона пăснине сирсе янă. Парăмсене туллин татнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика