АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси пурри лайăх (Занятость)

29 июня 2010 г.

Хăй вăхăтĕнче специальность илсе ĕлкĕреймен е илнĕ профессипе ĕç тупма пултарайман çынсене ытти специальноçсене вĕренме майсем туса пама тăрăшать ĕçпе тивĕçтерекен районти центр. Ĕç çук вĕт-ха тесе алăсене усса ларнинчен никама та усă пулас çук, çыннăн епле те пулса ĕç тупма тăрăшмаллах. Пирĕн центр урлă вара тĕрлĕ профессие вĕренме пулать. Акă хĕллепе çуркунне трактористсемпе водительсен курсĕсем ĕçлерĕç. 20 яхăн çын вĕренсе тухрĕ вĕсенчен, пĕри те центра ĕçсĕррисен ретне тăма каялла килмерĕ. Эппин пурте ĕç тупрĕç тесе шутлатпăр. Çитес уйăхра 10 çамрăк поварсен 4 уйăхлăх курсĕнчен вĕренсе тухать. Ăна Тăвай кооперативĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Пулас поварсем хăйсен пултарулăхне кăтартма ĕлкĕрчĕç те пулас. Кооператорсем вĕсен вĕренĕвĕпе кăмăллă, хăш-пĕрисем валли ĕç вырăнне те хатĕр тытаççĕ.
5 хĕр бухгалтери енĕпе 1С программăна алла илме Канаша çÿрет. Çак кунсенче, çамрăксем питĕ ыйтнипе, Кÿкеçри вĕренÿ комбиначĕ урлă газоэлектросварщиксен 3,5 уйăхлăх курсне йĕркелеме май килчĕ. Вунă çын кăмăл турĕ хальхи вăхăтри чи кирлĕ профессисенчен пĕрне алла илме, çав шутра Албутовсен çемйинчен – харăсах виççĕн. Ку специальноçпа халĕ таçта та ĕç тупма пулать.
Иккĕмĕш çур çулта сутуçă-кассирсен курсне уçма палăртрăмăр. Унсăр пуçне çывăх вăхăтра котельнăйсен операторĕсем валли апат-çимĕçпе чĕр тавар хатĕрлекенсен икĕ эрнелĕх курсне йĕркелесшĕн. Оператор – сезонлă ĕç. Хутмалли тапхăр вĕçленнĕ хыççăн операторсем çур çул пособи илсе тăраççĕ. Çав хушăра мĕн чухлĕ усăллă ĕç тума, çемье тупăшне ÿстерме пулать.
Пуçаруллă, харсăр çын, паллах, «кĕрĕк арки йăваламасть», вăл пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех. Унашкаллисене патшалăх та пулăшма хатĕр. Акă курссенче вĕренекенсене стипенди, çул укçи тÿлеççĕ, укçа-тенкĕ парса хавхалантараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика