29 июня 2010 г.

Юн кун Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне йĕркелесе ирттерме тунă районти комиссин анлă ларăвĕ пулнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров ертсе пынă. Унта çырава хатĕрленес ĕçсем районта мĕнле пынипе комисси председателĕн çумĕ, Чăвашстатăн районти специалист-эксперчĕ Э.Кучеренко каласа кăтартнă. Ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çырав йĕркелеме кирлĕ пÿлĕмсене палăртнă, перепиçе хутшăнакан персоналăн малтанлăха тунă списокне Чăвашстата тăратнă. Резервра 80 çынран кая мар, çав шутра çыракансем – 61, инструкторсем – 14, участоксен заведующийĕсем – 5. Халăх çыравне хутшăнакан çынсене суйлав комиссийĕсен йышне кĕртме юрамасть.
Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Б.Борисов граждансемпе должноçри çынсем хăйсем пурăнакан вырăнта регистрацие тăмалли е регистраци учетĕнчен тухмалли йĕркесене епле пăхăнса пынине тĕрĕсленин результачĕсемпе паллаштарнă. Ларура çавăн пекех хăш-пĕр ял поселенийĕсене ертсе пыракансем халăх çыравне хатĕрленни çинчен тухса каланине итленĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: лару вăхăтĕнче.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.