29 июня 2010 г.

Кăçал çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче пухăнчĕç районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем Тăвайри культурăпа кану центрне. Çурт умне тĕрлĕ шарсемпе илемлетнĕ, хаваслă кĕвĕ илтĕнет. ЧР ялавне аса илтерекен шкул автобусĕсем пĕрин хыççăн тепри çитсе чарăнаççĕ. Илемлĕ кĕпе тăхăннă хĕрсемпе ятуллă костюмлă каччăсем тухаççĕ вĕсенчен. “2010 çулхи выпускник” тесе çырнă лентăсем çакнă вĕсем, ытларахăшĕ савăнăçлă пит-куçлă. Хăш-пĕрисем вара шкулпа сывпуллашма тивнишĕн кулянаççĕ пулас.
Район пуçлăхĕ Н.Ивановпа вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров килсе çитрĕç уява.
–Тăвай енĕн каччисемпе хĕрĕсем! Сире шкултан вĕренсе тухнă ятпа, çамрăксен çывхаракан кунĕпе саламлатпăр! Çак залра хапăлласа кĕтетпĕр, – терĕ программăна ертсе пыракан Т.Николаева. Районти шкулсен пурнăçĕпе паллаштаракан кадрсене ăнлантарса пычĕ вăл.
Унтан Николай Ильич сăмах илчĕ. “Сире паян хаваслă-и. (”Хаваслă”, – пĕр харăс хуравларĕç çамрăксем). Эсир телейлĕ-и. (”Телейлĕ”, – пулчĕ кĕске хурав). Сирĕн куçăрсем савăнăçпа йăлкăшнине асăрхатăп. Хаклă выпускниксем! Сире шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестат илнĕ ятпа саламлатăп, малашлăхра ăнăçу сунатăп”, – тесе пуçларĕ вăл калаçăвне.
Иртнĕ çул Тушкилти вăтам шкулта вĕренекен И.Иванова РФ Президенчĕн талантлă çамрăксене хавхалантармалли премине тивĕçлĕ пулнă. 12 хĕрпе каччă Президент стипендийĕ, пĕри ЧР Президенчĕн ятран панă стипендине, çичĕ ĕçлекен çамрăк район пуçлăхĕн премине илеççĕ. Тăвай ен çамрăкĕсем пĕрре кăна мар республикăри спорт ăмăртăвĕсенче те ырă тĕслĕх кăтартнă.
Район пуçлăхĕ вĕренсе тухакансене малалла утма тÿрĕ çул суйласа илме, йывăрлăхсене çĕнтерсех пыма, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене, тăван яла тата шкула асрах тытма сунчĕ.
А.Михайлова, Е.Турханована, С.Федорована, М.Мареевана, О.Ильинана, О.Волкована (Тăвай), А.Жарковапа Е.Муханована (Мучар), А. Дмитриевапа Е.Михайлована (Тăрмăш), К.Матросовапа М.Прохорована (Тушкил) вĕренÿре чи пултаруллă пулнăшăн ылтăн медальсем пачĕ Николай Ильич. О.Максимова (Эльпуç), Д.Порфирьев (Мучар), Н.Константинова (Çĕнĕ Пуянкасси), О.Михайлова (Тăрмăш), О.Рожкова (Тĕмер), О.Егоровапа А.Якимова (Тушкил), О.Петрова, Т.Федорова, В.Егорова, В.Хвостов, Т.Хадиатулина (Тăвай), А.Васильева (Енĕш Нăрваш) вара кĕмĕл медальлĕ пулчĕç.
Шкулти, Тăвай енри обществăлла пурнăçра активлăх кăтартнисем район администрацийĕн, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисемпе Дипломĕсене илме пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Вĕсен списокĕ те самаях вăрăм пулчĕ. Маттур иккен пирĕн район çамрăкĕсем! Тăвайри вăтам шкулта ĕçлекен Н.Гаврилова учительницăна та хавхалантарчĕ район пуçлăхĕ, Хисеп грамоти парса чысларĕ. Надежда Ивановна тав турĕ, вĕренсе тухакансене вара ырă кун-çул сунчĕ.
Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн В.Шакровăн сăмахĕсене те ăшшăн йышăнчĕç залра ларакан çамрăксем, алă çупрĕç.
Тăвайри шкулта вĕреннĕ кадетсен командирĕ В.Хвостов район администрацине, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне, учительсене, ашшĕ-амăшĕсене выпускниксенчен тав турĕ, кирек ăçта та район чысне çÿлте тытма пулчĕ.
Çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухрĕç Тăвай енĕн пултаруллă каччисемпе хĕрĕсем залран. Культурăпа кану центрĕн çурчĕ умĕнче Шупашкартан килнĕ артистсем дискотека йĕркелерĕç. Районти выпускниксем чылайччен савăнчĕç, юлашкинчен пĕр-пĕрне малашлăхра ырă сунса уйрăлчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Иванов Тăвайри А.Михайлова ылтăн медаль парать.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.