11 июня 2010 г.
Районта футбол чемпионачĕ йĕркеленине пĕлеççĕ ĕнтĕ вулакансем. Паянхи куна вăйăсен кăтартăвĕсем çапла: Тăвай – “Лидер” (6:1), Тушкил – Киччĕ (2:2), Тăрмăш – Эльпуç (5:0), Енĕш Нăрваш – Чутей (7:0), Чутей – Тăрмăш (1:10), Киччĕ – Енĕш Нăрваш (2:6), “Лидер” – Тушкил (5:0), Эльпуç – Тăвай (3:4).
Ыран, июнĕн 12-мĕшĕнче, чутейсем киччĕсемпе, тăрмăшсем тăвайсемпе, тушкилсем эльпуçсемпе, “Лидер” енĕшнăрвашсемпе выляççĕ. Кăмăл тăвакансене футбол вăййисем мĕнле иртнипе паллашма сĕнетпĕр. Вăйăсем 18 сехет те 30 минутра пуçланаççĕ.