11 июня 2010 г.
Ыранпа тепĕр кун – çĕртме уйăхĕн 12–13-мĕшĕсенче Чăваш Енĕн тĕп хулинче хăвăрт утассипе çĕр-шыв чемпионачĕпе Раççейре мала тухассишĕн хĕрÿ ăмăртусем пырĕç. 2003 çулта хăвăрт утассипе Европăн V кубокĕ иртнĕччĕ. Тĕнчери Кубок – 2008 тĕп хули халĕ çĕр-шыври чи пултаруллă хăвăрт утакансене Шупашкар заливĕ хĕрринчи илемлĕ лапамра кĕтсе илет. Çитес кунсенчи стартра хăвăрт утакансен чемпион титулĕшĕн кĕрешнисĕр пуçне çĕр-шывăн наци сборнăйĕн составĕнче вырăнсем çĕнсе илессишĕн те тупăшма тивет, мĕншĕн тесен утă уйăхĕн вĕçĕнче Барселонăна çăмăл атлетсен сезонти тĕп стартне – çăмăл атлетикăн Европăри чемпионатне тухса каймалла.
Чăваш Енри чемпионатри ăмăртусене Раççейри регионсенчен 300 яхăн спортсмен хутшăнасса шанаççĕ.
Чемпионат программи Шупашкарти залив хĕрринче шăматкун 9 сехет те 30 минутра хĕрарăмсем 20 километра чупнипе уçăлать. Çакăнтах 12 сехетре чемпионат савăнăçлă уçăлнине паллă тăваççĕ, ăмăрту çĕнтерÿçине тата призерĕсене наградăлаççĕ. 12 сехет те 30 минутра 20 километрлă дистанцири медальсен комплекчĕшĕн арçынсем кĕрешĕве тухаççĕ.
Пирвайхи кунăн программи 17 сехетрен пуçласа “Олимпийский” стадионта малалла тăсăлĕ, унта юниорсем 5 тата 10 пин метрлă дистанцисенче çĕр-шывра мала тухассишĕн тупăшĕç.
Чемпионат вырсарникун, çĕртмен 13-мĕшĕнче, арçынсем 50 километрлă марафон чупнипе вĕçленĕ.
Хăвăрт утассипе çĕр-шыв чемпионачĕпе Раççейре мала тухассишĕн пыракан ăмăртусен расписанийĕ пур. Спортсменсен ăмăртăвне массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра çутатаççĕ. Журналистсем валли пресс-конференцисем те ирттереççĕ, ятарласа пресс-центр та йĕркелеççĕ.