11 июня 2010 г.

Тенеялĕнче пурăнакан Васильевсен çемйинче пысăк уяв – ылтăн туй. Иван Васильевичпа Елизавета Васильевна çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ. Аттепе анне пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса çур ĕмĕр пĕрле утаççĕ. Вĕсем Тенеялĕнче çуралнă, пĕр шкулта вĕреннĕ, вăйăсенче те пĕрле ташласа савăннă. 1960 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Çăмăл пулман вĕсен пурнăç çулĕ. Тăлăх пулнă май пурнăç хура-шурне иккĕшĕн те аванах тутанма тивнĕ. Пĕрех каялла чакман Васильевсем, уйрăлса тухса пÿрт-çурт çавăрнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, ача-пăча çуратса ÿстернĕ.
Иван Васильевич “Новый путь” колхозра лашасем пăхнă, каярахпа вăкăрсем самăртнă çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăйĕн тĕллевĕсене чунне парса пурнăçланă атте. Ахальтен мар районти выльăх-чĕрлĕх самăртакансем хушшинче яланах малта пулнă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна пĕрре кăна мар Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысланă.
Анне те, Елизавета Васильевна, 40 çул ытла Тенеялĕнчи фельдшер пунктĕнче санитаркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унта кăна мар вăй хунă вăл. Колхозра хăмла, чĕкĕнтĕр пайĕсем илсе ĕçлеме те, çĕр улми пуçтарма та ĕлкĕрнĕ. Ăна та тăрăшса ĕçленĕшĕн пĕрре кăна мар Хисеп грамотисемпе парнесем парса хавхалантарнă. Васильевсем – ĕç ветеранĕсем. Ял-йышра та, кÿршĕ-аршăпа, тăванĕсем хушшинче те сумлă вĕсем.
Аттепе анне 4 ача çуратса ÿстерсе çĕр-шыва юрăхлă тунă. Пурте çемьеллĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, ĕçлеççĕ, çирĕп кил хуçалăхсем çавăрнă. Кăшт пушансанах тăван киле васкатпăр. Эпир аттепе аннерен ырă тĕслĕх кăна илетпĕр. Вĕсем пирĕншĕн çул маякĕ пекех, вĕрентсе-пулăшса пыраççĕ.
Васильевсен 8 мăнук. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ ватăсем. Туслă мăшăр май килнĕ таран тĕрлĕ канашпа та, укçа-тенкĕпе те пулăшма тăрăшать ачисене.
Аттепе анне паянхи кун аслă ывăлĕн çемйипе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ.
Пирĕн çакăн пек ырă чунлă, ăшă кăмăллă, тарават, сăпайлă та ĕçчен аттепе анне пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр.
Ылтăн туй ячĕпе Тенеялĕнчи Васильевсене саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, çутă кунсем сунатпăр. Чунăрпа яланах çамрăк та сатур пулăр.
Сăн ÿкерчĕкре: Тенеялĕнчи Иван Васильевичпа Елизавета Васильевна Васильевсем.