11 июня 2010 г.
Темиçе çул каялла Тăвай ялĕнче пурăнакан тăван патĕнче пулнăччĕ. Хам Канашра пурăнатăп. Хулара тĕрлĕ çăкăрпа булка изделийĕсем хатĕрлеççĕ. Техĕмĕпе вĕсем тăвайсен продукцине çитеймеççех. “Ялта пахалăхлă шывран хатĕрлеççĕ ĕнтĕ чустине, çавăнпа çăкăрпа булкăсем лайăх хăпарса пиçеççĕ”, – тесе шухăшлаттăм.
Кăçал та тăван хăнана чĕнчĕ. Хальхинче те тăвайсен çăкăрпа булкине çисе савăнтăм. ”Газпа ĕçлекен шкафпа чустине хăпартаççĕ, çĕнĕ кăмакапа пĕçереççĕ. Çавăнпа тутлă вĕсем”, – тесе пĕлтерчĕç.
Район центрĕнче пĕçерсе хатĕрлекен çăкăрпа булкăна килтисене валли те туянтăм. Çăкăр пĕçерекенсене тав тăватăп çынсемшĕн çапла тăрăшнăшăн, пархатарлă ĕçĕсенче ăнăçусем сунатăп. Çывхаракан професси уявĕпе саламлатăп кооператорсене.