АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăвайсен шывĕ, ай, лайăх-çке” (Торговля)

11 июня 2010 г.

Çапла мухтанине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ район хăнисенчен. “Тăвайри кооператив” потребобществăн пылак шывсем кăларакан цехăн продукцийĕ пирки пырать сăмах. Республикăри конкурса хутшăнса виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă ку коллектив. Елена Николаевна Самарина йĕркелесе тăрать цехри ĕçсене.
Георгий Васильевич Григорьев слесарь оборудованисем чарăнусăр ĕçлеччĕр тесе тимлет. Галина Ильинична Хайдукова, Инесса Ивановна Федорова, Любовь Ивановна Петрушкова, Валентина Валерьяновна Кузьмина рабочисем вăр-вар. Вĕсем çуллахи вăхăтра пылак шыв ытларах сутăннине аван пĕлеççĕ, çавăнпа ывăннине туймасăр ĕçлеççĕ.
–Шăрăх кунсенче кашни çын шыв патне туртăнать. Ĕçес килнине пирĕн продукци лайăх ирттерет. 7 тĕрлĕ пылак шыв кăларатпăр тата минерализацилени хатĕрлетпĕр. Кунсерен 120 ещĕк пулать. Хăвăрт саланса пĕтет пылак шыв ялсенчи магазинсене. Çавăнпа халь пирĕн канма та вăхăт çук. Коллектив вара маттур, ларма-тăма пĕлмеççĕ хĕрарăмсем. Пысăк тав вĕсене çакăншăн, – тет цех начальникĕ Е.Самарина.
Вĕсен ĕмĕчĕсем пирки те пĕлме тÿр килчĕ. Кĕленчесене ещĕксем çине вырнаçтарма пулăшакан оборудовани туянасшăн. Çуртра юсав ĕçĕсем ирттересшĕн тата.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика