11 июня 2010 г.

“Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине Тăвай районĕнчен 6 пине яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 179-шĕ – хĕрарăм. 3 пин ытларахăшĕ халăх ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пуç хунă. Çĕр-çĕр ентеш паттăрлăх наградине тивĕçнĕ. 204 çынна орденсемпе чысланă. Петр Харитонович Бухтуловпа Семен Васильевич Коновалова Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Ф.Т.Терентьев, И.И.Иванов, А.Ф. Егоров, А.П.Строганов, П.Н.Никоноров – тăватă е ытларах орден кавалерĕсем, М.Н.Никитин Мускаври çар парачĕсене 11 хут хутшăннă”, – палăртнă “Вĕсем Çĕнтерĕве çывхартнă” кĕнекере. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă. 200 экземпляр тиражпа кун çути курнăскере район пуçлăхĕ Н.И.Иванов, райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ В.В.Чайкин, “Ял ĕçченĕ” хаçатăн пай редакторĕ В.В.Никитин хатĕрленĕ, ку ĕçе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, учительсемпе шкул ачисем те хутшăннă.
Кĕнекере районти ялсенчен миçе çын вăрçа хутшăннине, тăван тăрăха каялла таврăннисен, вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă салтаксен шутне ятарлă таблицăсенче кăтартнă. Халĕ пурăнакан ветерансен биографийĕпе кĕскен паллаштарнă.
“Пĕтĕмпех – фронт валли, пĕтĕмпех – çĕнтерÿшĕн”, – çакăн пек çĕкленÿпе ĕçленĕ тылра юлнисем. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче Тăвайĕнче танксене иртме памалла мар канавсем чавма пуçланă. Шăтăксене алă вĕççĕн 45–50 градус сивĕре те алтнă. Эль юхан шывĕ хĕррипе 50 км тăсăлакан канавсен йĕррисем паянхи кун та палăраççĕ. 1943 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕ тĕлне танксемпе самолетсем тума районта пĕтĕмпе 1900435 тенкĕ пухса Госбанка хывнă”, – вулатпăр малалла. Районăн вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçне çакăн пек тĕплĕ çутатакан кĕнеке республикăри нихăш муниципалитет пĕрлешĕвĕн те урăх çук ахăртнех. Вăрçă ветеранĕсен сăн ÿкерчĕкĕ чылай: чĕррисен çеç мар, паянхи кунччен пурăнса çитерейменнисен те. Вĕсен ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлĕ.