АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алкогольлĕ шĕвексĕр те пурăнма пулать (Здравоохранение)

08 июня 2010 г.

“Çак черккене ĕç те ăшăнан е ыратни иртсе каять”, – тесе вăйпах эрех сĕнеççĕ хăш-пĕрисем. Алкогольлĕ шĕвек тĕрлĕ чиртен сывалма, кăмăл-туйăма çĕклеме пулăшать тесе шухăшлакансем те пур. Теприсем апат умĕн пĕрер черкке ĕçессине йăлана кĕртнĕ. Йăнăшаççĕ-ши вĕсем е тĕрĕс шухăшлаççĕ. “Çын ÿт-пĕвĕнчи кашни органа эрех сиен кăна кÿме пултарать. Пĕр-пĕр чиртен сыватмалли пахалăх çук унăн”, – текен резолюци йышăннă вырăс врачĕсен съездĕнче ĕлĕк. Алкогольлĕ шĕвек усăллă тесе шухăшлакансем йăнăшаççĕ эппин. Пĕр черкке ăша янă хыççăн апат çиес килни ĕçсе янă спирт юнра сарăлса пĕтиччен кăна. “Эрех ĕçес йăла пирĕн хушăра тарăн тымар янă. Çынсем алкогольлĕ шĕвекпе усă курса пуçĕсене минретме пуçларĕç. Кулянни, тарăхни çăмăлланать тата ытти сăлтавсем шыраççĕ ĕçес тесе”, – çапла шухăшланă паллă психиатр, академик В.Бехтерев (1857–1927). Çынна кунсерен сывлăш е апат питĕ кирлипе танлаштарсан, эрех питех те пĕчĕк пĕлтерĕшлĕ пулнине, алкогольлĕ шĕвексĕр те пурăнма май пуррине çирĕплетсе панă вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика