08 июня 2010 г.
Раççейри халăх çыравĕ çывхарать. Ăна кĕтсе илме хатĕрленсе чылай ĕç тунă Мучар ялĕнче. Пĕлтĕрех урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене çĕнетнĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă А.И.Шакшин, А.И.Бурлаков, И.Г.Петухов, Н.В.Шибалов, С.А.Муханов вăй хунă ку енĕпе.
Л.В.Лабзина, О.В.Жаркова культура ĕçченĕсем, Г.А.Полячихина библиотекарь стендсемпе плакатсене çынсем куракан çĕре вырнаçтарнă, ытти документсене хатĕрленĕ.
Ялсем тăрăх тĕрĕслесе çырса пыма Г.И.Кириллована инструктор пулма уйăрса лартнă. Шутлав ĕçне Г.А. Полячихина библиотекарь пĕрремĕш çул кăна мар хутшăнать. Мучарта пурăнакансем хушшинче тĕрлĕ калаçусем йĕркелет вăл. З.В.Мананкова почтальонка – Кĕршере, Л.М.Николаева Киччĕре шутлав ĕçĕсем ирттерĕç.
Октябрь уйăхĕччен вăхăт пуррипе усă курса Мучар ял поселенийĕнче ăнлантару ĕçĕсене малалла тăсаççĕ.