04 июня 2010 г.

“Чутееевский” ЯХПК кăçал çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлерĕ, калчасем те тикĕс шăтса тухрĕç. Пĕрчĕллĕ тĕш тырă культурисен лаптăкне пĕлтĕрхинчен 40 процен пысă клатнă кунти ĕçченсем.
Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ ÿссе икçĕртен иртнĕ. Халĕ дояркăсем 86 ĕне (2009 çултинчен икĕ хут ытларах) сăваççĕ.
Патшалăхран инвестици шучĕпе 17,8 млн. тенкĕ илсе хуçалăх ĕне-выльăх витисене юсаса реконструкцилеме пуçланă. Пĕтĕм ĕç калăпăшĕ вара 26 млн. тенке лармалла.
Сăвакан ĕнесен шутне кăçалах чылай ÿстересшĕн хуçалăхра.
Ĕçсем ăнса пырсан, савăнма та аван. Чутейсене акатуйпа район пуçлăхĕ Н.И.Иванов ăшшăн саламларĕ. Малта пыракансене ятран асăнса ырлăх-сывлăх, ăнăçупа телей сунчĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ уява килнĕ çынсемпе калаçать.