04 июня 2010 г.
Çу уйăхĕн ăшă кунĕсенче республикăри юхан шывсемпе пĕвесенче инкексем пулчĕç те. Иртнĕ çул вара Чăваш Енре пурĕ 61 çын шывра путса вилнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ ачасем. Вунпĕр çынна инкекрен çăлма май килнĕ.
Ялсенчи лăпкă пĕвесемпе кÿлĕсене никам та пăхса, контроллесе тăмасть. Çавăнпа çуллахи ăшă кунсенче вĕсенче ытларах çын пурнăçĕ татăлать.
Халь вĕренекенсен каникул пуçланчĕ. Тÿперен сарă хĕвел хĕртме тытăнсан арçын тата хĕр ачасем шыв еннелле чупма пуçлаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ çакăн пирки ашшĕ-амăшне те пĕлтермест. Аслисен çак тапхăрта тимлĕхе ÿстермелле. Ачасене шывра питĕ асăрхануллă пулмалли пирки тĕплĕ каласа ăнлантармалла. Ишме пĕлменнисене вăхăта шеллемесĕр вĕрентмелле.
Хăш-пĕр арçынсен эрех ĕçнĕ хыççăн шывра шăмпăлтатас йăла пур. Вĕсем мухмăрлă пуçпа хăйсен вăй-халне тĕрĕс хаклаймаççĕ, çăмăлттайлăхне пула ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупма пултараççĕ.
Çавăнпа алла черкке тытнă хыççăн юхан шыв хĕрне ан пырăр.
Çак правилăсене яланах асра тытăр. Хĕвел çинче вăрах вăхăт пулнă хыççăн шыва тÿрех ан сикĕр. Сасартăк сивĕ вырăна лекнипе çын сывлама чарăнма пултарать. Малтан пилĕк минут хушши шыв хĕрринче йĕпетĕр хăвăра. Шыв çаврăнăшне е вăйлă юхăмне лексен, лайăх сывласа илĕр те аялалла чăмса айккинелле тухма тăрăшăр. Тепĕр хут асăрхаттаратпăр, шыв çăмăлттайлăха юратмасть. Çуллахи кунсем сире савăнăç кăна кÿччĕр тесен, хăвăрăн та питĕ асăрхануллă пулмалла.