04 июня 2010 г.
Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ мĕнле кун пулнине пурте пĕлмеççĕ пулĕ-ха. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ ăна 1988 çултанпа пирус туртмасăр ирттерме сĕннĕ.
Никотина тăтăшах ăша яни ĕçе хăвăрт тата тухăçлă йĕркелеме кансĕрлет. Пирусçăсем ыттисен сывлăхне те хавшатаççĕ. Раççейре арçынсен 75 проценчĕ тата хĕрарăмсен 30 проценчĕ пируссăр пурăнаймасть. Чăваш Ен çыннисем те çак сиенлĕ йăларан хăтăлаймаççĕ. Вĕсенчен 40 проценчĕ тăтăшах тата тахçантанпах туртать. Никотин тыткăнне парăннисем çемье бюджетĕнчен çулталăкра 5 миллиард укçа-тенке тĕтĕме куçараççĕ. Пирусçăсем хушшинче ÿпке ракĕпе чирлени час-часах тĕл пулать.
Организма вăхăтра çăлмалли пĕртен-пĕр меслет – туртма пăрахни. Хăйсем тĕллĕн пирусран хăтăлма хăтланакансенчен 5 проценчĕ кăна ĕмĕтне пурнăçлайрать. Тухтăртан пулăшу ыйтнисем наркăмăшлă канцерогенсене пула амаланнă чир-чĕртен сывалма пултараççĕ. Пирус сĕрĕмне 8 сехет ăша ямасан, юн кислородпа пуянланать. Эрнерен сăн-пит илемленет, ÿтпе çÿç шăрши лайăхланать, уйăхран çăмăлрах сывлама пуçлатăр, ÿслĕк канăçсăрлантарма пăрахать.
Пирус эпидемийĕн хăрушлăхĕ пĕтĕмпех хамăртан килет. Сывлăша сĕрĕмлесе чир “туянма”, унтан унран хăтăлма укçа-тенкĕ тăкакласа пурăниччен туртма пăрахни вырăнлăрах мар-ши; Паян мар пулсан, ыран хăтăлăр никотин тыткăнĕнчен, вăраха ямасăр туртма пăрахăр.