04 июня 2010 г.
Кăçал пилĕк уйăх хушшинче пирĕн районта 75 ача (пĕлтĕр 68) çутă тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен 33-шĕ арçын ача, ыттисем – хĕр ачасем. Чиперккесем ытларах çурални савăнтарать. Çĕнĕ кайăксенчен вăтăрăшĕ çемьесенчи пĕрремĕш пепкесем. Амăшĕн капиталне вара районта 45 çын илнĕ. Тăваттăмĕш е ытларах ача çуратма шикленменнисем те пур.
Шел, çамрăксем çемье çавăрасси начартарах пулса пырать. Асăннă тапхăрта Тăвай енре пĕлтĕр 31 туй кĕрленĕ пулсан, 2010 çулта – 19 кăна. Çу кунĕсенче е кĕр мăнтăрĕнче ку кăтарту лайăхланасса шанатпăр.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 10 çын сахалтарах вилнĕ (121). Çемьесем арканасси те чакнă (11), 2009 çулта – 17. Ашшĕ кам пулнине тупса çирĕплетнĕ 3 тĕслĕх пулнă.