АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай асаилÿ хăварнă... (Строки поэзии)

04 июня 2010 г.

Вăрмар – Тăвай автобуспа килсеччĕ
Кăнтăрла хыççăн ик сехет иртсен.
“Анса юлас пуль” шухăш вăй илсеччĕ
Улянк вăрманĕн ку енне çитсен.
Водитель чарчĕ, пĕчченех-ха тухрăм,
Малта Улянк-Çăлпуç маршрут выртать.
Мана хăварчĕ те тапранчĕ туххăм–
Куç умĕнче инçеленсе пырать.
Тÿлек, йĕри-тавра пăхса илетĕп:
Веçех палланă, çывăх вырăнсем.
Вĕсем пире хапăллине пĕлетĕп:
Уйсем, хирсем, черченкĕ хурăнсем...
Çул хĕрринчех ик ват юман вырнаçнă,
Аваллăхран ларса юлнăскерсем.
Пит çÿллех мар, анчах лаштра, мăнаçлă,
Хăçантанпа ÿсеççĕ-ши вĕсем.
Пĕрин тăрне Игорь Васильч ухатчĕ
Ялав çакмашкăн акатуй çитсен.
Хăй çамрăкчĕ те çăмăл хăпаратчĕ,
Хĕпĕртесе те-и çирĕплетсен.
Ун чух вăл коммунальнăйра ĕçлетчĕ,
“Уралазпа” çÿретчĕ, кивкассем.
Пĕр-ик машина турттарса килетчĕ
Щитсем, хăма таврашĕ, рейкăсем...
Вĕсем веçех ĕçе кĕрсе каятчĕç:
Хăпартнă сцена, урайпа пĕрле,
Куракансем валли саксем тăватчĕç,
Стендсем çакма каркас та хатĕрле.
Калас пулать, сцени малтан лутраччĕ,
Çÿлĕлетер пуль, терĕç райкомра.
Самосвал хăвăрт çеç тăпра турттарчĕ,
Умне тĕрлерĕ кирпĕч туххăмра.
Райком нумай коллектива хушсаччĕ
Ĕçне-хĕлне стенд урлă кăтартма.
Ак, Колоколовпа та çыхăнсаччĕ:
“Эсир ĕлкĕреймен пулас тума”.
“Ыран Эльпуç парткомĕн стенчĕ пулĕ,
Сăрлатăп-ха,–тет,– хамăн лармалла”.
Вăл хăй художник – кĕтмелли çеç юлĕ,
Типсен ÿкермелле те çырмалла.
Çĕрле пĕр хушă çумăр та çусаччĕ,
Вăрман кĕтетчĕ уява иртен.
Хăй сăмахне Юрий Степанч тытсаччĕ,
Грузовикпе çитсеччĕ вăл тÿртен.
Акатуя мĕн чухлĕ çын килетчĕ:
Ватти-вĕтти, ытти ÿсĕмрисем.
Хаваслăран хĕрсем пушшех хитреччĕ,
Нумайăшне куç хывнă каччăсем.
Ĕçре малтисене тушпа чыслатчĕç,
Паратчĕç сумлă, хаклă парнесем.
Пĕрлех çынсем те вăйлă ал çупатчĕç,
Çирĕплетеççĕ пулĕ курнисем.
Вара районăн пĕрлештернĕ хорĕ
Чĕнет пурне те сцена çывăхне,
Унта нумай уç саслă юрăç тăрĕ,
Кашни кăтарттăр пултарулăхне.
Концерчĕ лайăх, вăраха пыратчĕ,
Çын асĕнче нумайлăха юлать.
Ман Игорь çулленех баян калатчĕ,
Светлана мăшăрĕ хорта юрлать.
Акатуйра лавкка нумай, эретĕм,
Туян хăть çимелли, хăть ĕçмелли.
Савни валли косынка, тен, илетĕн;
Мороженăй та темиçе тĕрли.
Общепитран столовăйсем килетчĕç,
Яшка, гуляш, котлет тата ытти...
Юнашарах цистерна, квас сĕнетчĕç,
Хăшне-пĕрне килĕшерех çутти.
Йĕрке тума милицирен çитетчĕç,
Дружинниксем те пурччĕ ĕлĕкрех.
Хирĕçÿ-мĕн тухсан часах сисетчĕç,
Лăплантаратчĕç: “Пул йĕркеллĕрех!”
Больницăран медпулăшу та пулнă,
Палатка карнă хăвăрт хырлăхра.
Хитреччĕ сестрисем – асра ку юлнă,
Сипленекен ан пултăр хурлăхра.
Чистов лесник та çаврăнса çитетчĕ,
Хушатчĕ пушартан асăрханма.
Унпа кашни сăмахсăр килĕшетчĕ,
Сăлтав парас темен пăшăрханма.
Кусла çинче михпе çапса выляççĕ,
Ухаççĕ çÿлĕ шăчă тăррине.
Кире пуканĕ эхлетсе йăтаççĕ,
Палăртмалла Пимулин пуррине.
Пĕррехинче Володя Гурьев пирĕн
Çĕнтернĕччĕ чупса, инçе сиксе.
Кăртлатнă пулĕ килĕштернĕ хĕрĕн
Чĕри савăнăçпа тулса çитсе.
Волейболла епле хĕрÿ вылянă,
Пăлханăн эсĕ те пăхса тăрсан.
Тухса ÿксен командипех куляннă,
Чăтма çук савăннă мала тухсан.
Пĕр çулхине, асрах, Кив кас çĕнтерчĕ,
Куçма Ваçкийĕ капитан пулса.
Кондратьев Ваня вылясса пĕлтерчĕ,
Кондратьев Федя илчĕ йăл кулса.
Маттур вылярĕ Николаев Коля,
Краснов Георгий ывăнма пĕлмест.
Памарĕ маххă Александров Толя,
Ăсталăхсăр вĕт çĕнтерÿ килмест.
Ялта ку вăйă пысăк хисепреччĕ,
Каçпа кам çеç площадкăна тухман.
Вунпилĕк-çирĕм çамрăк черетреччĕ,
Кĕрсен вылянă, кăмăлсăр юлман...
Мĕнле калас, ку сăмах майăн пулчĕ.
Капланчĕç мар-и, тем, асилÿсем.
Иртни хыçа ĕмĕрлĕхе вĕт юлчĕ,
Вăрман вăййи çинчеччĕ шухăшсем...
...Шашистсемпе шахматистсем вылятчĕç
Хăйсем валли пĕр-пĕр кĕтес тупса.
Хăш чух пит хăвăрт дамкăна тухатчĕç,
Тепри-тепри паратчĕ ферзь лартса.
Пăха-пăха çÿл тÿпене сăнаççĕ:
Пит кăсăклă çав дельталет вĕçни.
Сапаланса листовкăсем анаççĕ–
Пуçтар, вула, парне те – тивĕçни...
...Пĕр вăхăтра уяв лере иртетчĕ–
Аяларах, вăрман уçланкинче.
Унта та халăх хаваспа çÿретчĕ,
Такам та утнă аслă çул çинче...
...Тата малтан кунта тусанлă çулччĕ,
Асфальт та, хытă айĕ те пулман.
Сулахайри туйралăх та-ха çукчĕ,
Унта уяв иртетчĕ. Тен, манман;
Çынсем ăна савăнăçпа кĕтетчĕç,
Тухатчĕç тумланса, хитреленсе.
Чылайăшĕ лаша кÿлсе килетчĕç,
Вăрман сăнанă пулĕ тĕлĕнсе.
Лавкка нумайччĕ, хаваспа сутатчĕç,
Столовăй пурччĕ кăшт айккинерех.
Мĕн кирлине тупатчĕç, туянатчĕç,
Анчах напитокран, тем, хĕнĕрех.
Хĕрарăмсем килти сăра сĕнеççĕ,
Туса тухатчĕç квас хăш-пĕрисем.
“Тархасшăн, хĕвелçаврăнăш, ил”,– теççĕ,
Шăкăртататчĕç сарă мăйрисем.
Анне сутмалăх турăх хатĕрлерĕ,
Апат пиçсен пуçтарчĕ ĕçсене.
Ик витрине кĕвентепе çĕклерĕ–
Саппун çыхса витсеччĕ вĕсене.
Тăватă çухрăм ытларах та теççĕ
Пире килтен акатуя çитме.
Утать такам та, пĕр-пĕрне кĕтеççĕ,
Мана кирлех-и аннерен иртме;
Ялтан тухса ката тĕлне çитсессĕн
Сулахайри çулпа пĕр лав килет.
“Телей ку”, – терĕмĕр ларма сĕнсессĕн,
Хуçи ун аннене аван пĕлет.
Çитсессĕн, сывлăш çавăрса илсессĕн
Вырнаçрĕ пирĕн турăх хăвăртах.
Кăштах пăшăрхансаччĕ те пĕтсессĕн:
Çын нумай чух каятчĕ мĕн татах.
Анне кĕрен шăхлич илсе парсассăн
Туклатнă мар-и вирлĕрех чĕре.
Печенипе канхвет та туянсассăн
Чи телейличчĕ эпĕ тĕнчере.
Хăпарнăçем хĕвел миçен хĕртетчĕ–
Анатпăр Йăнтăрч çырмине ĕçме.
Çăл шывĕ сивĕ, кăмăла çĕклетчĕ–
Май çуккă пуль савăнăçа виçме.
Чĕнет пурне те карусель: “Тархасшăн,
Килсе вырнаçăр, ларăр хăвăртрах”.
Çил кăларса пире ярăнтарасшăн–
Çак саманта манаймăн хăвăртах.
Çуллен волейболла та выляканччĕ,
Команда пухаканччĕ кивкассем.
Кузьма Генийĕ пирĕн капитанччĕ,
Çапах кăшт вирлĕрехчĕ тăвайсем.
Вĕсен Гришăпа Леша пит вăр-варччĕ,
Çÿлĕскерсем ăстаччĕ глуш çапма.
Улянкăсем те, палăртас, аванччĕ,
Абу малта васкатчĕ блок лартма.
Улянкăсем пирĕн яла килсеччĕ
Пĕррехинче команда пуçтарса.
Ик енĕ те икшер хут çĕнтерсеччĕ,
Кайран нумай ларсаччĕ калаçса...
...Акатуйра тем чухлĕ кураканччĕ:
Кашни çулах чуптарнă лашасем.
Ытла хĕрÿ, хумханмалли самантчĕ–
Çакна мансах пĕтмен пуль хăшĕсем.
Кашни колхоз лашасемпе ĕçленĕ,
Машина-трактор пулманпа пĕрех.
Çуракине те вĕсемпех вĕçленĕ,
Унтан кĕретĕн утçине тÿрех.
Ялта, ак, пирĕн аллă ĕç лашиччĕ–
Ик витереччĕ ик çĕрте вĕсем.
Тăватă ăйăрăн та ик витеччĕ,
Çиллесчĕ, темшĕн, пĕр-пĕрне хăйсем.
Пĕри хура рысакчĕ, “Ловчий” ятлă,
Сăрхăнтарса ĕçетчĕ çăл шывне.
Ятуллă та тĕреклĕччĕ, хăватлă,
Аса илетчĕ мар-ши çĕршывне;
Ăна Ванття пичче илсе килтернĕ
Хăй председатель пулнă вăхăтра.
Етĕрнерен Çеккен илсе çитернĕ,
Пулсаччĕ ăйăр хисепре-шутра.
Унпа кĕсре ерттернĕ, çул çÿренĕ
Хура çуна е тăрантас кÿлсе.
Сĕлли сахал лекетчĕ те çитернĕ
Чĕр клевер, кăшт ÿссен, çулса килсе.
Акатуйра кам чуптарма пултарĕ:
Кури пичче, Михал Степанч, Çеккен;
Çук, ватăрах вĕсем. Тен, çамрăк парĕ;
Пĕри те килĕшесшĕн мар иккен.
Вара Çĕнкас ачи Туксар утланнă,
Ăна вĕт Ловчий хăй килĕштерет.
Ÿксе юлас темен, правур шутланнă,
Пур çамрăкăн та çĕнтерес килет.
Вăрман леш енĕнчен чупма пуçлаççĕ–
Кунтан пире ку тайлăм курăнмасть.
Анчах çул хĕррипе çынсем шавлаççĕ,
Апла кĕтес. Ăнать-и е ăнмасть;
Часах юланутсем те курăнаççĕ,
Тусан йăваланса мăкăрланать.
Куракансем сăнаççĕ, хумханаççĕ–
Кашни хăй пĕлнĕ пек пăшăрханать.
Эпир те пурте питĕ пăлханатпăр:
Вĕт Ловчий виççĕмĕш е иккĕмĕш кăна.
Туксар, шур тутăр çыхнăскер, чухлатпăр,
Мала кăлараймасть пуль лашана.
Çĕр метрсем-ши юлчĕ, çитмĕл, аллă...
Чĕре тухса тарас пек темелле.
Ну, Ловчий, Ловчий... танлашатăн, паллă,
Иртме те туп хăват – çĕнтермелле.
Курасчĕ сирĕн, еплерех илемлĕ
Вĕçет рысак пĕр хăвăртлăх илсен.
Кашни хусканăвĕ ун чĕр хĕлхемлĕ,
Эх, савăннăччĕ чи малтан килсен...
...Эп Шăмăршă акатуйне кайсаччĕ,
Пулсаччĕ Хусанти ипподромра.
Тем чухлĕ лайăх рысаксем курсаччĕ,
Çапах та Ловчий çав-çавах умра...
...Уяв нумай асаилÿ хăварнă,
Мĕн калăн, пурнăç тăнă вĕресе.
Ĕçленĕ хыççăн савăнма пултарнă,
Кунта çынсем киленнĕ, çÿресе...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика