04 июня 2010 г.
Акана ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн ял хуçалăхĕсенче вăй хуракансем пĕрле пухăнса пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче районти хăш-пĕр ялсенче ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем йĕркеленĕ.
Акă Тĕмер ял поселенийĕн территорийĕнче кăçал 1000 ытла гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă, пахча çимĕçпе çĕр улмине те вырăн панă.
Ял ĕçченĕсен уявĕн программине Тĕмер ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Иванов уçнă. Вăл çĕр ĕçченĕсене акана ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламланă. “Победа” тулли мар яваплăхлă обществăн, “Грачев” тата “Канясев” ХФХ-сен коллективĕсене палăртнă Геннадий Иванович. “Чи лайăх кил хуçалăх” конкурсра çĕнтернисене, тирпей-илем кĕртес енĕпе харсăр пулнисене, чи аслă тата çамрăк гражданинсене Хисеп грамотисемпе парне панă.
Район администрацийĕн представителĕсем – В.А.Ванеркепе Г.А.Масленников та тухса калаçнă. Геннадий Арсентьевич чи активлă сцена ăстисене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланă.
“Победа” тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕсем П.М.Катяковпа Л.И.Гладкова та маттур ял ĕçченĕсене ака ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа саламланă, укçан преми парса хавхалантарнă.
Пирĕн ентеш, РФ халăх артисчĕ М.Н.Яклашкин ертсе пыракан капелла уяврисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă тата вырăнти артистсем тĕрлĕ номерсемпе паллаштарнă. Спорт мероприятийĕсемпе конкурссене аван хутшăннă пухăннисем. Такана Тĕмер ялĕнчи студентсем çĕнсе илнĕ.
Суту-илÿне те лайăх йĕркеленĕ акатуйра. «Победа» ООО акатуй халăхне тÿлевсĕр шÿрпе çитернĕ, шашлык та тутаннă çынсем.