АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрттăн ĕç рынокĕ (Правопорядок)

04 июня 2010 г.

Прокуратура тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче Г.Волков предприниматель ĕçне ĕç килĕшĕвĕ çырмасăр туса пынине тупса палăртнă. Вăл “Газель” микроавтобуспа (регистраци номерĕ АЕ 829 21"RUS, генеральнăй доверенноçпа 2008 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчен хăйĕн шутланать) Енĕш Нăрваш – Çăлпуç – Кĕрше маршрутпа пассажирсем турттарнă. Микроавтобус водителĕ А.Ратушный шутланнă. Анчах Г.В.Волков РФ ĕç Кодексĕн положенине пăхăнас темен, вăл А.Ратушный водительпе ĕç килĕшĕвĕ çырман, ун вырăнне 2010 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчен тÿлевлĕ пулăшупа тивĕçтересси çинчен кăна килĕшÿ тунă. Юлашки вара гражданла право килĕшĕвĕ кăна шутланать. Асăннă килĕшÿ тăрăх А.Ратушныйăн ĕçри тивĕçне те палăртнă – ку вăл 6а маршрутпа пассажирсем турттарасси, Тăвай районĕнчи килĕшÿ обязательствисем, çавăн пекех заказ-нарядсене пурнăçласси.
Çÿлерех асăннă килĕшÿре ĕçшĕн тÿлемелли виçепе йĕркесене те кăтартнă (кассăна пырса кĕрекен суммăн 17 проценчĕ водителе, ăна ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн кунсерен тÿлемелле), ĕç режимĕ пур (водителĕн тунти кун, ытлари кун, кĕçнерни кун тата эрне кун куллен 10-шар сехет ĕçлемелле, юн кун, шăмат кун, вырсарни кун – канмаллисем). Çапла вара Г.Волков предпринимательпе А.Ратушный хушшинче ĕç хутшăнăвĕсене ĕç килĕшĕвĕ çырса йĕркелемелли куç кĕрет. А.Ратушный çак ĕçе 2009 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнчех пуçăннă пулин те, Г.Волков ун тĕлĕшпе ĕç кĕнеки çырман. Мĕншĕн çапла хăтланнине чухлама йывăр мар. Г.Волковăн РФ Пенси фондне А.Ратушный водительшĕн страховани взносĕпе тупăш çине хуракан налога тÿлес килмен. Ку вара пенсипе налог законодательствисене пăсни шутланать.
Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх прокуратура Г.Волков тĕлĕшпе вăл РФ КоАПăн 5.27 статйин 1-мĕш пайне пăснă пирки административлă ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика