04 июня 2010 г.
Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна кашни çулах çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Пирĕн районти ялсенче те ачасен уявне ирттерчĕç. Тăвайри культурăпа кану центрĕн çурчĕ умĕнче вунă сехетре пĕчĕккисен хаваслă сассисем илтĕнме пуçларĕç. Ашшĕ-амăшĕ те ывăл-хĕрĕпе пĕрле савăнчĕç. Ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра çÿрекенсем юрларĕç, ташларĕç. Вăйăсем, конкурссем пулчĕç. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн специалисчĕсем пĕчĕккисене пылак çимĕçсемпе сăйларĕç.
Тушкил, Ямпулат ачисем те хăйсен уявĕнче чылайччен хавасланчĕç. Асфальт çинчи ÿкерчĕксем пĕчĕккисем çутă ĕмĕтлине çирĕплетрĕç. Тĕрлĕ тĕс суйласа илнĕ пĕчĕккисем ÿкерме. Трактор, çурт, чечек ÿкернĕ, çемйисенчи пĕр тăванĕсене, ашшĕ-амăшне сăнланă вĕсем. Хĕрлĕ Калпак, Мальвина, Пэппи ачасене тĕрлĕ юмахсем каласа кăтартрĕç. Уяврисем “асамлă” машинăпа çул çÿревре те пулчĕç. Ташлама вĕренчĕç, хаваслă юрăсем шăрантарчĕç. Хăйсен ал йĕррисене асăнмалăх хут çинче хăварчĕç юлашкинчен, канфет астиврĕç.
Енĕш Нăрвашри культура çуртне çамрăксем çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче пухăнчĕç. Ачасен “Путене” ятлă театр студийĕ “Буратино” юмахпа паллаштарчĕ. Унти сăнарсем залри ачасене юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç тата.
Тепĕр кунне ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем ача садĕнче пулчĕç. Шÿтсем, вăйăсем, юрăсемпе ташăсем пĕчĕккисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Ачасем сиксе, чăрмавсем урлă чупса тата ытти тупăшусенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.