АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕх пĕрре – тимлĕ те йĕркеллĕ пулмалла (Правопорядок)

01 июня 2010 г.

Хальхи пурнăçра çул çинче тĕрлĕ транспорт хатĕрĕсене курма пулать. Вĕсен куçăм юхăмĕ те пĕчĕк мар. Анчах требовани çавах пĕрре – çул çинче тимлĕ те йĕркеллĕ пулмалла. Çапах та юлашки вăхăтра Чăваш Республикин территорийĕнче скутерсен водителĕсем тата прицеплă мотоблоксемпе çÿрекен çынсем хутшăннипе çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем тăтăшрах пулма тытăннă. Çапла 2009 çулта скутерсемпе çул çинче 37 инкеклĕ ĕç пулнине регистрациленĕ, вĕсенче 3 çын пурнăçĕ татăлнă тата 37-шĕ аманнă. Мотоблоксемпе 6 инкек пулнă, 1 çын вилнĕ, 5-шĕ суранланнă. Кăçалхи майăн 24-мĕшĕ тĕлне вара скутерсем хутшăннипе пулнă 7 çул-йĕрпе транспорт инкекне шута илнĕ. Пĕр çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, тăххăрăн аманнă. Мотоблоксем хутшăннипе пулса тухнă пĕр инкеклĕ ĕçпе те 1 çын аманнă.
Çул-йĕрпе транспорт инкекĕсене тишкерни скутерсен водителĕсем транспорт хатĕрĕпе пынă чухне пуриншĕн те паллă хăрушсăрлăх требованийĕсене те пурнăçламанни, çул-йĕр куçăмĕн правилисен 24, 2 пайĕсен требованийĕсене пăснине кăтартса параççĕ.
Мотоблоксем вара çул-йĕр куçăмĕн юхăмĕнче çÿремелли транспорт хатĕрĕ шутне кĕмеççĕ. Техника характеристикисемпе килĕшÿллĕн, вĕсене ял хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçлама туса кăлараççĕ.
Скутерсем, мопедсем, мотоблоксем, çакмалли двигателлĕ велосипедсем хутшăннипе çулсем çинче инкеклĕ ĕçсем ан пулччăр тесен, усă куракан транспорт хатĕрĕсем ялан юсавлă пулмалла, çул-йĕр куçăмĕн правилисене пăхăнмалла, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене ялан малти вырăна хумалла. Пурнăç хăй çапла хушать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика