АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-тăн вăййисене пур çĕрте те аталантарар (Спорт)

01 июня 2010 г.

2009–2010 çулсенче шашкăлла тата шахмăтла выляссипе районта тĕрлĕ турнирсем чылай пулчĕç. Календаре çĕнĕ ăмăртусем те хушăнчĕç. Чи паллисен шутĕнче шахматла выляса район пуçлăхĕн Н.И.Ивановăн парнисемшĕн йĕркеленĕ турнира асăнмалла. Ăна ăсталăхне хăвăрт ÿстерсе пыракан, иртнĕ çул спорт мастерĕн кандидачĕсен нормисене çирĕплетнĕ (шашкăпа та, шахматпа та) В.Пастухов çĕнсе илчĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕ те айккинче юлмарĕ. Ял поселенийĕсем хушшинче шашкăлла тата шахматла командăпа мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче тăрмăшсем çĕнтерчĕç.
Иртнĕ çул районти чи пултаруллă шашист А.Косарев иккĕмĕш хут мастер нормине пурнăçларĕ. Республика чемпионатĕнче пирĕн районта ÿссе çитĕннĕ Ю.Владимиров кандидатпа В.Семенов мастер (иккĕшĕ те Тăрмăшран) тата А.Косарев I–III вырăнсем йышăнма пултарчĕç. Унашкалли республикăра шашка аталанăвĕн историйĕнче пулман-тăр. Маттур çамрăксем!
Районта республика шайĕнчи шашка ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Пирваях кунта А.Косарев парнисемшĕн пулакан йăлана кĕнĕ турнира палăртмалла. Унта республикăри чи пултаруллă шашистсем – мастерсемпе кандидатсем – 10–20 çын таран хутшăнаççĕ (Шупашкартан, Йĕпреçрен, Кÿкеçрен, Канашран, Вăрмартан, Мускавран тата ыт.те). Кăçалхи сумлă турнирта пирĕн районта çуралса ÿснĕ (Вăтаяль), халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Н.Е. Иванов çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
“Ял ĕçченĕ” хаçат та юлашки вăхăтра шашкăлла тата шахматла выляссипе хăйĕн турнирĕсене тепĕр хут ирттерме тытăнчĕ.
Шкул ачисем зонăри тата çурма финалти ăмăртусене ăнăçлă хутшăнчĕç. Çавах та лăпланма сăлтав çук. Пăшăрхантараканни вара пайтах. Районти ăмăртусенче ачасем аван выляççĕ, анчах республикăри финала тăтăшах хутшăнаймаççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çула ытти районсен командисем пÿлеççĕ. Вĕсем вĕт пĕр вырăнта тăмаççĕ, секцисемпе кружоксене çÿресе ăсталăха ÿстереççĕ. Пирĕн районта вара секцисем те, тренерсем те çукпа пĕрех. Ытти районсенче тренерсен шучĕ ÿссе пырать. Ку тĕлĕшпе пире “Ял ĕçченĕ” хаçатра тĕрĕс критикленĕ.
Хальхи вăхăтра шашкăпа шахмат вăййисене аталантарма пур услови те пур. Район ертÿçисем пулăшнипе Тăвайра шашкăпа шахмат клубĕ уçăлчĕ, вăл вăйă хатĕрĕсенчен пуянланчĕ. Хальлĕхе сехетсем кăна çителĕксĕр. Районта шахмат вăййипе интересленмеççĕ мар. Предпринимательсем те пулăшма хатĕр. Акă В.К.Кузьмин 800, Г.С.Сергеев 300, Сергейпе Александр Хумышевсем 500, А.Е.Косарев 500, Перекет банкĕн хушма офисĕн ертÿçи А.П.Краснов 500 тенкĕ парса пулăшрĕç. Уйрăм çынсем те (В.А.Семенов, В.Г.Пастухов тата ыттисем) яланах пулăшма хатĕр. Вĕсене уншăн тавах. Мускавра службăра тăракан В.Г.Семенов полковник пирĕн клуба шашка-шахмат комплекчĕ чылай парнелерĕ. Райадминистрацин социаллă аталанупа культура тата спорт пайĕ, Тăвай ял поселенийĕ те айккинче юлмарĕç. Юлашкийĕ çуллен поселени чемпионатне ирттерет, мала тухнисене парнесем парса хавхалантарать. Кăçалхи турнира спорт ветеранĕ В.Н.Чернов 80 çул тултарнине халалларĕç. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тата вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ çав тери интереслĕ турнир ирттерчĕ. Çавăн пек ăмăртусене ытти профсоюз комитечĕсенче те, ялсен поселенийĕсенче те йĕркелеме тăрăшмалла. Ку вăл сывă пурнăç йĕркине çирĕплетниех. Пытармалли çук, сахал мар чух çамрăксем хушшинче эрех-сăра ĕçсе вăхăта усăсăр ирттереççĕ. Ăмăрту вара – культурăллă кану, ăс-тăна çивĕчлетни. Аталаннă çĕршывсенче çак вăйăсене ахальтен мар шкул программине кĕртнĕ. Хамăр республикăра та пур ун пек тĕслĕхсем. Эпир аслă çултан пăрăнса юлмастпăр-ши;
Çакна та палăртса хăвармалла. Эпир çамрăк чух клубсенче, вулав çурчĕсенче шашка-шахмат комплекчĕсем пурччĕ. Ватти-вĕтти кăсăкланатчĕ çав вăйăсемпе. Халĕ иккĕленетĕп, пур-ши кашни культура вучахĕнче çавăн пек комплектсем. Ăс-тăн вăййисем ачасен вĕренес пултарулăхне ÿстереççĕ, ачана шухăшлама, дисциплинăна хăнăхтараççĕ. Апла пулсан, вĕсене шкул программине кĕртме тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика