01 июня 2010 г.
Тырă-пулăллă пуласси акса хăварнипех вĕçленмест-ха, уншăн пурлăха мĕн пухса иличченех тăрăшма тивет. Хальхи вăхăтра акă хуçалăхсен уй-хирĕсенче çум курăкпа тата ÿсен-тăрансен чир-чĕрĕпе, хурт-кăпшанкăпа кĕрешес ĕçсем пуçланчĕç. Асăннă ĕçсене вăхăтра туса ирттерни тухăçа хушма, сывă тырă-пулă çитĕнтерме май парĕ. Çапла çĕртме уйăхĕ пуçланнă тĕле 1560 гектар çинчи çум курăксене химилле майпа пĕтернĕ, 476 гектар çинче тĕрлĕ хурт-кăпшанкăпа чир-чĕртен хÿтĕленĕ. Хальхи вăхăтра пилĕк-ултă ял хуçалăх кооперативĕпе хресчен-фермер хуçалăхĕнче пырать çак ĕç. Паян-ыран ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те пуçăнаççĕ гербицид сапма.
“Акконд-агро фирма” общество выльăхсем валли курăк çулма пуçăнчĕ тесен те юрать.