25 мая 2010 г.
Мĕнле кăна конкурс пулса иртмест пулĕ Чăвашпотребсоюзра. Кашнине хутшăнма тăрăшаççĕ пирĕн кооператорсем. Нумаях пулмасть драма кружокĕпе халăх театрне çÿрекенсем тупăшрĕç. Пурĕ 12 коллектив сцена çинче выляс пултарулăхпа паллаштарчĕç. Суту-илÿ тума та, çынна куççуль тухиччен савăнтарма та пултараççĕ иккен потребобщество системинче тăрăшакансем.
Пирĕн районти артистсем те пулнă асăннă конкурсра. Район администрацийĕнчи буфетра тăрăшакан А.Александровапа (Кĕтерук) Кивĕ Пуянкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинăн заведующийĕ С.Кузьмина (Савали матки) “Хĕрĕме калам – кинĕм илт” ятлă пьесăн пĕр курăнăвне выляса кăтартнă. Ураскассинчи халăх театрĕн артистне Альбина Николаевнана асăннă конкурс питĕ кăмăла кайнă. “Ку хĕрарăм сирĕн системăра ĕçлемест пуль; Пĕр-пĕр театрти артист пекех ăста вылять”, – тесе тĕлĕннĕ жюри членĕсем. Светлана Евстафьевна та хăйне шанса панă роле аван кăларнă. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн вĕсем улттăмĕш вырăна тухни çирĕпленнĕ. “Ытларах репетици тунă пулсан, мала тухма май пурччĕ”, – теççĕ вырăнти артистсем. Вĕсене парнепе Диплом парса хавхалантарнă.