18 мая 2010 г.
Çак кунсенче çурхи ака ĕçĕсене вĕçлерĕмĕр. Пысăк пайне, паллах, тĕш тырă культурисем йышăнчĕç. Вĕсене пурне те лайăх пахалăхпа, удобрени парса акса хăварма тăрăшрăмăр. Выльăх апачлĕх викăпа сĕлĕ хутăшĕ те, ытти культурăпа пĕрле люцерна та тепĕр 50 гектар акса хăвартăмăр. Виçĕмкун силослăх культура – кукуруза акассине вĕçлерĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрте “уй патши” текен сĕтеклĕ культурăна 70 гектар вырăн патăмăр.
Ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпе тенĕ пекех Лаврентий Леонидович Шерне механизатор акрĕ, вăл ака пахалăхĕшĕн тата вăхăтра акса хăварассишĕн нумай тăрăшрĕ. Халĕ, çывăх кунсенче кĕр калчисене гербицид сапма тытăнма пуçлас шухăшсем пур. Кĕр тыррисене те, ырашсăр пуçне, пăсса е хушса акма тиврĕ.
Ĕнесене улăха çуллахи лагере кăларас пирки те шухăшлатпăр. Ку ĕçе çак эрнере туса ирттерме палăртатпăр. Хальхи вăхăтра ĕнесем талăкра вăтамран вунвиçшер литра яхăн сĕт параççĕ.