АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çветтуй Николай Турăшĕ виçĕ кун пулчĕ (Общество)

18 мая 2010 г.

Çветтуй Николай Турăшĕ виçĕ кун пулчĕ (Общество)

Эрнекун кăнтăрла иртсен Тăвайри Михаил Архангел чиркĕвĕ умне çынсем нумайăн пухăнчĕç. “Хăçан илсе килеççĕ-ши; Çветтуй Николайран мăнукăма сыватма хăват ыйтасчĕ. Мана юн пусăмĕ ÿссе аптăратать. Эпĕ чиркÿ тавра çаврăннă чухне турăш айнех тăма тăрăшăп-ха”, – тесе калаçрĕç пĕр-пĕринпе кĕтекенсем. Хĕрарăмсенчен ытларахăшĕ шурă тутăр çыхнă.
Кĕçех чиркÿ умне автомашина çитсе чарăнчĕ. “Акă, çитрĕç пулас. Украинăри Чернигов хулинчи мăнастиртенех илсе килнĕ çветтуй Николая, питĕ хăватлă турăш, тĕрлĕ чирсенчен сывалма, йывăрлăхран тухма пулăшать, теççĕ”, – пăшăлтатрĕç çынсем. Пурте кар! туртăнчĕç хăватсем тăвакан çветтуй Николай Турăшĕ умнелле. Хăш-пĕрисем ун айĕнчен тухма та ĕлкĕрчĕç. Малтан çветтуй Николай Турăшне йăтса чиркÿ тавра çаврăнчĕç, унтан шала илсе кĕрсе ятарлă сĕтел çине вырнаçтарса лартрĕç. Николай атте кĕлĕ ирттерчĕ. Ĕненекенсем хăватлă Турăш умне пырса пулăшу ыйтма черет тăчĕç, çуртасем çутрĕç, ку тĕнчерен кайнă тăванĕсене асăнтарчĕç, тĕрлĕ çимĕçсене сăваплама майлаштарса хучĕç.
Хăватсем тăвакан çветтуй Николай Турăш район центрĕнчи чиркÿре виçĕ кун пулнă, унран çак самантра нумай çын пулăшу ыйтнă. Вырсарникун ăна илсе кайнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Николай атте çынсемпе калаçать.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика