АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус тата хĕрарăм (Здравоохранение)

18 мая 2010 г.

Пирус мăкăрлантаракан арçынна е каччăна курма хăнăхнă-ха эпир. Хĕрарăмсем те аллине пирус тытса çÿреме пуçлани вара самаях шухăшлаттарать. Никотинпа айкашакан хĕрсенчен ытларахăшĕ хулара пурăнать. Ялта вĕсем çак ĕçе тума паллаканĕсенчен именеççĕ пулас.
Çут çанталăк этемлĕхĕн черчен çуррине тĕлĕнмелле кăмăллă, яваплă мисси халалланă, йăх-ăрăва тăсмалла. Асăннă киревсĕр йăлана тĕпе хуракан хĕрсемпе хĕрарăмсемшĕн çирĕп айăплав та хатĕрлеме пултарать вăл. Пирус тăтăшах туртнипе тĕвĕленнĕ эмбрион вартах вилме пултарать е çие юласлăха чакарать. Хырăм юлсан та, туртма пăрахмасан, ача çутă тĕнчене сывă килессе шанма хĕн. Пируспа туслă хĕрарăмсен сусăр ачасем çуралаççĕ. Туртакан амăшĕн кăкăр сĕчĕ хăвăрт типет. Енчен те çемьере пĕри те пулин сывлăша сĕрĕмлет пулсан, вĕсен ачисем тăтăшах чирлеççĕ.
Эпир, хĕрсемпе хĕрарăмсем, илеме упрама çуралнă. Пирус мăкăрлантарса хамăр сăн-пите тĕссĕрлетер мар. Кунсерен никотин çăтса çутă пуласлăхăмăра пĕтеретпĕр кăна. Ачăрсем çирĕп сывлăхлă пулччăр тесен, пирус туртас йăлана манма тивет сирĕн, хаклă хĕрарăмсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика