АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тăвансен çитĕнĕвĕсем (Спорт)

18 мая 2010 г.

Шупашкарта трактор завочĕ концерн парнисемшĕн самбо кĕрешĕвĕпе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ пулчĕ. Ăна Тăрмăшри вăтам шкулăн 8-мĕш класĕнче вĕренекен пĕр тăван Семенпа Сергей Семеновсем те хутшăнчĕç. Вĕсем кĕрешÿ спорчĕн енĕсемпе 4-мĕш класранах кăсăкланаççĕ, секци занятийĕсене çÿреççĕ. Çине тăрса тренировкăсем туни спорт кăтартăвĕсене лайăхлатать. Пĕр тăвансем кăçал ирĕклĕ кĕрешÿре, самбо тата дзюдо енĕпе вĕренекенсен республикăри Спартакиадинче район чысне хÿтĕлерĕç. Кашни ăмăртурах çамрăксен кĕрешес кăмăл çирĕп пулни курăнать. Акă хальхинче – тепĕр çитĕнÿ! Пĕр тăвансем 54 килограмран йывăр мар виçере кĕрешрĕç. Семен Семенов маххă памарĕ, 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ! Ку – шкулшăн та, районшăн та пысăк çитĕнÿ. Турнира Пермь, Козьмодемьянск, Йошкар–Ола, Шупашкар хулисен çамрăк самбисчĕсем хутшăнчĕç. Призера дипломпа хаклă парне парса хавхалантарчĕç.
Сергей те маттур, вăл Семенран 3 килограмм çăмăлрах, çавăнпа та ăна тĕл пулусенче йывăртарах та килет. Тавта вăл хальхинче çухалса кайрĕ, 5–6 вырăнсене тăрса юлчĕ. Ачасем çитĕнсе пынă май ăсталăх шайĕ те ÿсет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика