18 мая 2010 г.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа Чÿкçырминчи культура çурчĕ умĕнче ял-йыша концерт кăтартнă. Унта Етĕрнерен килнĕ “Астăвăм” ушкăн çарпа патриотла юрăсем юрланă. Юрлаканĕсем хăйсем те Афган, Чечен вăрçисене хутшăннă, вĕри точкăсенче пулнă ветерансем. Концерт 2 сехете пычĕ. Сцена ăстисем гитарăпа, ионика пулăшнипе те юрларĕç, чăннипех пултаруллă пулчĕç.
Пухăннисене концерт умĕн Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Ломоносов уявпа саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă. Концерт хыççăн ял-йыша салтак пăттипе сăйланă. Кайран çамрăксем валли дискотека пулнă.
Паянхи çамрăксем аслашшĕсемпе ашшĕсен ĕçне малалла тăсаççĕ, Тăван çĕршыва хураллама тăраççĕ. Çав каç та акă – ял-йыш та, хăнасем те – Алеша Алексеева çар службине пуçтарăннă ятпа саламларĕç, ашшĕ-амăш ятне çÿлте тытма, кăтартуллă хÿтĕлевçĕ пулма пил пачĕç.
Уяв мероприятине хатĕрлесе ирттерме тата спонсорла пулăшу пама хутшăннăшăн чÿкçырмисемпе вăрманхĕррисем Тăвай ял поселени пуçлăхне А.Ломоносовпа тулли мар яваплăхлă “Энергосеть” общество директорне Г.Сергеева чĕререн тав тăваççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: çар службине тăма хатĕрленнĕ Алексей Алексеевпа унăн ашшĕ М.Е.Алексеев “Астăвăм” ушкăн юрăçисемпе.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.