АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотикла япаласемпе ан сиенленĕр (Правопорядок)

12 мая 2010 г.

Мăкăнь, гашиш, героин, марихуана, ацетил хушнă опий, кантăр. Мĕнле япаласене асăнтăмăр-ши эпир. Тĕрĕс, наркотиксемпе наркотиклă ÿсентăрансене. Федерацин наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен службин Чăваш енри управленийĕ вĕсемпе усă куракансене тата сутă тăвакансене тупса палăртассипе ĕçлет. Йĕркене пăснăшăн уголовнăй ĕçсем пуçараççĕ.
Наркотĕрĕслев служби яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ку енĕпе йăнăш çул çине ан тăччăр тесе тимлет. Çапах та закона пăсса çăмăл укçа туса илес илĕртмĕше парăннисем йышлăлансах пыраççĕ. Вĕсем хушшинче аслă çулсенчисем те пур.
Чăваш ене наркотике Хусантан, Чулхуларан, Санкт–Петербургран, Мускавран илсе килеççĕ. Ĕç вырăнне çухатнисем пысăк хуласене кайса çÿреççĕ, унта вĕсем тĕрлĕ меслет тупаççĕ. Темĕн чухлĕ чееленсен те наркотĕрĕслев ĕçченĕсем вĕсен çулне пÿлеççĕ. Иртнĕ çул эмел шур курăка (шалфей), гавай кĕл чечекне, сенкер лотоса наркотикла ÿсен-тăрансен шутне кĕртнĕ, вĕсене сутма чарнă.
Наркотикла япаласемпе усă курса хăвăр сывлăхăра ан сиенлĕр. Пĕрре тутанса пăхсан, эсир çав начар йăларан хăпаймастăр. Енчен те наркотик е ÿсен-тăранне илме сĕнекенсене куратăр пулсан, шалти ĕçсен районти пайне пĕлтерĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика