12 мая 2010 г.

“Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе”, “Куç хăрать те ал тăвать”, “Çынна пулăшнипе алă хăрса ÿкес çук”, – теççĕ халăхра. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне Эльпуçĕнчи вăтам шкул ачисем аван чухлаççĕ.
Çу уйăхĕ. Ял çыннисен ларса канма та вăхăт çук. Çураки пырать. Пахчара ĕç нумай. Кил умне, картишне тирпейлемелле.
Ĕçлеме вара пĕрре те ÿркенмеççĕ Эль ен тăрăхĕн ачисем. Ытти çулсенчи пекех ял поселенийĕн кашни ялĕнчех ĕç бригадисем йĕркелерĕç. Уроксем хыççăн вĕренекенсем тăван ял урамĕсене тирпей-илем кĕртме тухаççĕ, ватă çынсене те пулăшсах тăраççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăксем йĕри-тавра шăлса тасатрĕç, пахчисене йĕркене кĕртрĕç.
Ураскасси ялĕнче ку ĕçе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă Людмила Моисеевна Васильева йĕркелесе пырать. Ĕçе чунтан парăннăскер, ачасене те хавхалантарать. Антон Васильев лаша кÿлсе тухать. Çÿп-çапа урапа çине тиесе ятарлă вырăна кайса тăкаççĕ. Ачасен тăрăшулăхне пула ял урамĕсем самаях типтерленчĕç. Ватă çынсем те питĕ кăмăллă çамрăк ĕçченсен пулăшăвĕпе. Антон Антонов, Антон Васильев, Александр Яковлев, Лев Васильев, Наташа Спиридонова, Ирина Григорьева, Кристина Иванова, Марина Григорьева чăннипех те мухтава тивĕç.
Çак ачасем ырă та ĕçчен пулса ÿсесси пĕрре те иккĕлентермест.