АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ветеран (Общество)

12 мая 2010 г.

Василий Павлович Павлов – пирĕн тăрăхри вăрçă ветеранĕсенчен чи палли. Вăл 1945 çулхи июньте Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Хĕрлĕ Çăлтăр, III степеньлĕ Мухтав орденĕсене, нумай медаль илме тивĕç пулнă. Вăрçăран таврăнсан хăйĕн кун-çулне ачасене вĕрентессипе çыхăнтарнă. Маларах Василий Павлович шкула час-часах килсе çÿретчĕ. Вăрçă çинчен вăл каласа панисем чĕрене пырса тивеççĕ. Пире, çамрăксене, пурнăç çине мĕнлерех пăхмалли çинчен кирлĕ сĕнÿсем те парать ветеран.
Халĕ сывлăхĕ кăштах хавшарĕ курăнать. Питех тухса та çÿреймест. Эпир вара хамăр вĕсем патне кайса çÿреме тăрăшатпăр. Пире яланах хапăл кунта.
Пурăннă чух ветеран-салтаксем çинчен пĕр самант та манас марччĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа Василий Павловича шкул ачисен ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика