АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сана, мăн асатте (Общество)

07 мая 2010 г.

Манăн сăмахăм мăн асатте çинчен пырать. Ăна Федор Тихонович Тихонов тесе чĕннĕ. Вăл 1916 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Кармал ялĕнче çуралнă. 3 класс вĕренсенех мăн асатте ĕçе кÿлĕннĕ.
Тăван çĕр-шывшăн хăрушлăх сиксе тухнă вăхăтра кам килте ларма пултарĕ. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче манăн мăн асатте вăрçа тухса кайнă. 1945 çулхи çурла уйăхĕчченех унта пулать вăл. Паттăррăн çапăçнăшăн мăн асаттене “За оборону Ленинграда” медальпе наградăланă. Сержант Берлинах çитет. Анчах Çĕнтерÿ кунне госпитальте кĕтсе илет: ака уйăхĕнче нимĕç снайперĕ ăна сылтăм куçĕнчен амантать. Вилĕмрен çăлăнсан та, сылтăм куçĕ курми пулса юлать. Вăрçă суранĕсене пула мăн асатте 1985 çулта çут тĕнчерен уйрăлса каять. Хăйне тивĕçнĕ Отечествăлла вăрçă орденне, шел пулин те, алла илсе ĕлкĕреймест.
Эпĕ хамăн мăн асаттене юрататăп, хисеплетĕп, унпа чăннипех те мухтанатăп. Вăл çак тискер вăрçăра тăшмана аркатса мирлĕ пурнăçа, пулас ăрăвăн çутă та телейлĕ пуласлăхне çăлса хăварнă. Тавах сана, çĕнтерÿçĕ салтак!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика