07 мая 2010 г.

Мĕн акатăн, çав шăтать, тенине лайăх пĕлеççĕ “Акконд–агро фирма” обществăра вăй хуракансем. Акара харпăр хăйне шанса панă тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Ĕç вăйне перекетлеме май паракан çĕнĕ техникăпа Михаил Васильевич Егоров механизатор тăрăшать. Лачкассипе Чÿкçырми хушшинчи уйра кĕске срокра çурхи тулă акса пĕтернĕ унăн агрегачĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: “Акконд–агро фирма” общество акара çĕнĕ технологипе усă курать.
Н.КРАСНОВ сăн ÿкерчĕкĕ.