05 мая 2010 г.

Пĕррехинче Тăвай урамĕпе икĕ хĕрарăм çавтăнса утнине асăрхарăм, шăкăл-шăкăл калаçса пыраççĕ хăйсем, чĕвĕлти чĕкеçсем тейĕн. Çывхарсан вĕсем пĕрешкел сăнлине куртăм, йĕкрешсем иккен. Çавăн чухне хĕрарăмсене чăрмантарас килмерĕ, ăшшăн сăнаса иртсе кайрăм. Хаçатра ĕçлеме пуçланăранпах районта йĕкреш ачасем хăш ялсенче ытларах çуралнипе, вĕсем епле ÿссе çитĕннипе, çемье çавăрнипе, пурнăçри йывăрлăхсене епле çĕнтерсе пынипе кăсăкланатăп. Пĕр ача лайăх, иккĕ вара тата лайăхрах-çке. Асăннă йĕкрешсем пĕрле хаçат редакцине “Ял ĕçченĕ” илме кĕрсен, сăмах пуçартăм.
Кивĕ Пуянкассинчи Полина Константиновна Константинован хĕрĕсем иккен вĕсем, икĕ Мария Вячеславовна, Ивановапа Сергеева. Хисеплĕ ватă 81 çулта, Ленин урамĕнче пурăнать. Аслă çăл пур мĕн вĕсен çывăхра. Асăннă тăрăхри çемьесен – Г.Кондратьева учительницăн ывăлсем, район администрацинче тăрăшакан В.Ильинăн хĕрсем, çавăн пекех В.Анастасьевăн, В.Филипповăн, В.Гурьевăн, А.Александровăн мăнукĕсем йĕкреш пулса çуралнă. Тĕлĕнмелле. Çав таврара харăсах икĕ ача тăтăшах кун çути курни сиплĕ çăл шывĕнчен килет-ши;
1956 çулхи çу уйăхĕн саккăрмĕшĕнче çутă тĕнчене килнĕ йĕкрешсем. Вĕсене кукамăшĕ пĕрремĕш хут алла тытнă (çураттарнă). Пĕрре кăна мар, икĕ хĕр харăс çуралнине пĕлсен, çемье пуçĕ, Вячеслав Николаевич Николаев, хытах хĕпĕртенĕ ĕнтĕ. Асли, Зоя, çулталăкран кăна иртнĕ пулнă вĕсен. Çапла харăсах виçĕ ачаллă пулса тăнă асăннă çемье, кайран тепĕр çичĕ пепкене кун панă. Ĕлĕк пурнăç çăмăл килмен пулин те, 10 ачаллă пулма шикленмен. “Ача амăшĕ-героиня” ята илнĕ Полина аппа нумай пурăнакансен йышĕнчен, унăн амăшĕ 86 çулта пурнăçран уйрăлнă. Аппăшĕ те, Мария Константиновна, мухтав Турра, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пурăнать–ха, 83 çулта.
–Ĕлĕк йĕкреш ачасене пĕр ят парсан нумай пурăнаççĕ, тенĕ. Пире те анне вăрăм кун-çул пилленĕ, иксĕмĕре те Мария ят панă. Йăхра йĕкрешсем татах пур. Тăвайра пурăнакан А.Степанован ывăлсем çуралнăччĕ, шел, пĕри чирлесе вăхăтсăр куçĕсене хупрĕ. Аннен шăллĕн– Андрейпа Алеша. Вĕсем Кивĕ Пуянкассинче пурăнаççĕ, çемьеленнĕ,– пĕлтереççĕ хĕрарăмсем.
Йĕкреш Марийăсем ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан сутуçă пулма тĕллев тытнă, Тăвайра йĕркеленĕ курсра ку енĕпе пĕлÿ пухнă. Районти потребобществăн магазинĕсенче вăтăр çул ытла вăй хунă иккĕшĕ те.
Пĕрне Нÿшкасси каччи, Тăвайри МСОра электрикра ĕçленĕ Михаил Трифонович куç хывнă. Туслăх юратăва куçнă, туй тунă çамрăксем. Районти строительство организацийĕ вĕсене хăтлă хваттер панă. Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ Ивановсем.
Асли, Руслан, тĕрлĕ çĕрте вăй хурать, çемьеленнĕ. Мăшăрĕ, Лена, Улянкă ялĕнче хăй суту-илÿ йĕркеленĕ. Вĕсем пĕр хĕр çитĕнтереççĕ, улттăмĕш класра пĕлÿ пухакан Юльăн дневникĕнче “5” паллăсем кăна хуçаланаççĕ. Район центрĕнче йăва çавăрнă ку çемье.
Алеша – вăталăххи. Вăл та мăшăрланнă, Тăвай хĕрнех качча илнĕ. Ивановсен иккĕмĕш кинĕ те Лена ятлă. Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче 4 курсра пĕлÿ пухать. Шупашкарта пурăнаççĕ кĕçĕн Ивановсем, çемье пуçĕ “Акконд” фабрикăра тăрăшать.
Кĕçĕн ывăлне Саша ят панă ашшĕпе амăшĕ. Вăл аслă пĕлÿ илет Чăваш патшалăх университетĕнчи географи факультетĕнче, 4 курса.
Тепĕр чиперккине те Эльен тăрăхĕнчи, Çĕнçырмари каччă, Леонид Васильевич, савнă. Вĕсен – хĕрпе ывăл. Люда малтан медицина училищинче пĕлÿ пухнă. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Халь Канашри прокуратурăра ĕçлет Люда. Мăшăрĕпе асăннă хулара йăва çавăрнă, икĕ хĕр пур вĕсен. Алеша Канашра таксипе ĕçлет, çемьеленнĕ.
–Ĕмĕрĕпе сентре умĕнче тăрса урасем ыратма пуçларĕç. Халĕ эпир магазинра ĕçлеместпĕр,– калаçăва малалла тăсаççĕ йĕкрешсем.
Тăвайĕнче тĕпленнĕ Мария Вячеславовна ялти вăтам шкулта тасалăхшăн тăрăшать. Çĕнçырмари Мария Вячеславовна халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе выльăх-чĕрлĕх пăхас енĕпе çанă тавăрсах вăй хума пуçланă. Икĕ ĕне, икĕ пăру тата ытти чун пур Сергеевсен. Леонид Васильевич Тăвайри культурăпа кану центрĕнче хуралта ĕçлет, мăшăрне выльăхсем пăхма пулăшать.
Кивĕ Пуянкассинчи Полина Константиновнан йăх тымарĕн пĕр юппи кăна пулчĕ-ха ку. Вунă ачан ывăл-хĕрĕсем, вĕсен ачисем мĕн чухлĕ-ши тата. Тăххăрĕшĕ сывă пурăнать иккен, районта вăй хураканнисем те пур, çĕршывăн ытти кĕтесĕсене саланнисем те.
–Эпир нумайăн, пурте туслă пурăнатпăр. Пĕр– пĕрин пурнăçĕпе кăсăклансах тăратпăр, кирлĕ пулсан пулăшатпăр. Пĕртăвансен çирĕп çыхăнура пулмалла. Тăван тăвалла туртать, тет пирĕн анне,– çапла вĕçлерĕç хăйсен калаçăвне тепĕр çул 55 тултаракан йĕкрешсем.
Сăн ÿкерчĕкре: икĕ Мария Вячеславовна.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.